Пятница, 19 апреля

Комсомольски шкулĕ çĕнелет

Комсомольски шкулĕ çĕнелет

Çу кунĕсем питĕ хăвăрт иртеççĕ. Тин çеç ачасем каникула кайнăччĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те çывхарса килет. Август уйăхĕ çĕр ĕçченĕсемшĕн çеç мар, вĕренÿ учрежденийĕсемшĕн те хĕрÿ вăхăт. Ачасем каннă вăхăтра районти вăтам тата тĕп шкулсемпе ача сачĕсенче тунсăхласа ларма вăхăт çук — пĕлÿ кунĕ тĕлне юсав ĕçĕсене вĕçлес тесе тăрăшсах ĕçлеççĕ.
Кăçал район центрĕнчи 1-мĕш вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Аса илтеретпĕр, ку юсав ĕçĕсен 2-мĕш тапхăрĕ. 1-мĕш тапхăрне пĕлтĕр пурнăçланăччĕ. «Муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси» программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр вăтам шулта чылай ĕç пурнăçлама вăй çитерчĕç: шкул çивиттине улăштарнă, шкулĕпех çĕнĕ пластик чÿречесем вырнаçтарнă, чÿрече янахĕсене улăштарнă, шкула тулаш енчен çĕнĕ сăн кĕртнĕ, крыльцана çĕнетнĕ, пÿлĕмсене юсанă, цифрăпа гуманитари профиллĕ вĕрентĕвĕн «Точка роста» центрĕ хута кайнă тата ытти те.
Кăçалхи юсав ĕçĕсене июнь уйăхĕнче пикеннĕ. Ĕçсене «Стройкомфорт» ООО тăвать. Çак вăхăтра строительсем чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ, анчах та тумалли ĕç те сахал мар. Ĕç планĕ пысăк пулнă пирки хăвăртрах ĕçлеме тивет. Пĕлÿ кунĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Тĕпрен илес пулсассăн, вара вăтам шкула пĕтĕмпех юсаса çĕнетеççĕ: пÿлĕмсене хăтлăлатаççĕ, шыв тата ăшă пăрăхĕсене, электричество тытăмне улăштараççĕ тата ытти те.
Пĕлÿ çуртне паянхи кун ыйтнă пек юсаса çĕнетмелле.
Строительсен ĕç-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тимлесех тăрать. Çак кунсенче çеç вăл унта çине-çинех ĕçлĕ визитпа пулнă, лару-тăрупа паллашнă.
Юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă май, Александр Николаевич строительсене ĕçе хăвăртлатма сĕннĕ. Тĕллев — Пĕлÿ кунĕ тĕлне ĕçсене вĕçлесси.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *