Тӗп тӗллев – тарӑн пӗлӳ

Тӗп тӗллев – тарӑн пӗлӳ

«Вӗрентӳ» наци проекчӗ «Современная школа», «Успех каждого ребенка», «Поддержка семей, имеющих детей», «Цифровая образовательная среда», «Учитель будущего», «Молодые профессионалы», «Новые возможности для каждого», «Социальная активность», «Экспорт образования» федераллӑ проектсене, «Социальные лифты для каждого» программӑна пӗрлештерсе тӑрать.

Иртнӗ ҫул «Вӗрентӳ» наци проектне пурнӑҫласа республикӑра та, округра та нумай  ӗҫ тунӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре Педагог тата наставник, Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май чылай мероприяти йӗркелесе ирттернӗ.

Ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас, тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсме пулӑшас тӗллевпе республикӑра 2023 ҫулта 2,4 милиард тенкӗ янӑ, вӑл  шутран 1 миллиард тенки — федераллӑ бюджетран. «Хальхи шкул» тата «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ» проектсене пурнӑҫласа 10 ҫӗрте «Точка роста» центрсем уҫнӑ, 10 шкул ҫумӗнчи спортзала юсанӑ. Пирӗн округри Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ ҫумӗнче уҫӑ ҫӗрте спорт площадки туса хута янӑ. Шкулсенчи «Точка роста» центрсенче ачасем тӗрлӗ енлӗ аталанса пыраҫҫӗ. Ҫакна республика шайӗнчи конкурссемпе фестивальсенче ҫӗнсе илнӗ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫеҫ Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем республикӑри «Робототехника» конкурсра мала тухрӗҫ.

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑра 130 ытла пысӑк мероприяти иртнӗ. Пирӗн округри  шкул ачисем те вӗсене хастар хутшӑннӑ, вырӑнта та нумай йӗркеленӗ. «Аслисем — ачасене» акцире пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе кадет класӗсенче вӗренекенсем валли ҫар тумӗ туянма усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем «Асам» фестивале хутшӑнса республикӑри финала тухма пултарнӑ.

Ачасене партӑсем хушшинче ларнӑ чухнех ял хуҫалӑхӗпе интересленме майсем туса парас тӗллевпе Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче «Шанс» компанисен ушкӑнӗпе пӗрле кӑҫал агрошкул уҫнӑ. Округри виҫӗ ача садӗнче агролабораторисем ӗҫлеме пикеннӗ.

Ӳсекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗллевпе Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш шкулӗсенче кадет класӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Шкулсенче «Паттӑрлӑх урокӗсем» ирттересси йӑлана кӗнӗ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксен ячӗпе паттӑрсен парттисем  уҫаҫҫӗ.

Ачасене физкультурӑпа, спортпа туслашма пулӑшас, спортӑн пирӗн тӑрӑхра  анлах мар сарӑлнӑ енӗсене  аталантарас тӗллевпе Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «За самбо» проект уҫӑлчӗ.

Патшалӑх пулӑшнипе шкулсен пурлӑхпа техника никӗсӗ те аталанса пырать. Вӗренӳ учрежденийӗсем цифра технологине анлӑрах алла илмелли оборудованипе пуянланаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче Александровка, Чӗчкен, Аслӑ Чурачӑк шкулӗсем ҫӗнӗ автобуссемлӗ пулчӗҫ.

Педагогсене хавхалантарас тесе те правительство чылай мера йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул ачасене пӗлӳ тата воспитани парас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑ вӗрентекенсене «Халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. «Ҫулталӑк учителӗ», «Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» тата вӗрентекенӗн пахалӑхне хаклакан конкурссене пирӗн округри учительсем хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Патшалӑх шкулта ӗҫлекенсен инновациллӗ пуҫарӑвӗсене хавхалантаракан майсем ӗҫе кӗртсе пырать.

Кӑҫал та правительство «Вӗрентӳ» наци проектне пурнӑҫлас тӗллевпе нумай ӗҫ палӑртнӑ. Вӗрентӳ отрасльне валли 5,8 миллиард тенкӗ палӑртнӑ. 2024 ҫулта республикӑра 2 шкултан кая мар тума пуҫламалла. Вӗсенчен пӗрне — Комсомольскинче. Ҫакӑ чылай ашшӗ-амӑшӗпе ачасемшӗн лайӑх хыпар.

Вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ пысӑк объектсен йышӗнче — Шупашкарти  4-мӗш тата 44-мӗш вӑтам шкулсен никӗсӗсем ҫинчи «Кванториум» технопарк, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗнче ҫамрӑксемпе ачасене цифра пӗлӗвӗ паракан  центр. Вӗсемсӗр пуҫне шкулсенче, спортзалсенче юсав ӗҫӗсем ирттересси малалла пулса пымалла. Шкулсенче ӗҫлекен вӗрентекенсене, ҫамрӑк специалистсене хавхалантармалли мерӑсем те пысӑкланӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *