Ăсталăха туптаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ

Ăсталăха туптаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ

Ачасене шкулсенчи вĕренӳ программине кĕртнĕ предметсемпе пĕлӳ панисĕр пуçне, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшас енĕпе цифра тата гуманитари профиллĕ «Точка роста» центр пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăна 2020 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче уçрĕç те унтанпа вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Центрта тăрăшакансем ĕç тухăçлăхне  ӳстерес тĕллевпе квалификацие ӳстерекен курссенче вĕренчĕç. Кабинетсене хăтлăлатса илемлетнĕ, хамăрăн центрăн эмблемине те хатĕрленĕ. Унăн авторĕ — информатика вĕрентекенĕ Л.Н.Глинкина. Ачасене хушма пĕлӳ парас енĕпе 2—11-мĕш  классенчи 100 ытла вĕренекен валли 6 программа хатĕрленĕ. Вĕсемпе усă курса «Точка роста» центр чылай социаллă-культурăллă мероприяти йĕркелесе ирттерчĕ. Вĕсенче вĕренекенсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудованисемпе усă курса, малта пыракан технологие алла илсе пуçтарнă пĕлĕве туллин кăтартса пачĕç.

«Точка роста» центра çӳрекенсем  тăван шкулта илнĕ пĕлӳпе çеç лăпланса лармаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашма тĕрлĕ çĕре çитсе кураççĕ. Педагогсемпе вĕренекенсемшĕн Шупашкарти «Академия компьютерной графики» хушма пĕлӳ паракан учрежденинче пулни, Тăвай вăтам шкулĕнчи «Точка роста» центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни те усăллă пулчĕ. Вĕсенче куллен кирлĕ пулакан нумай çĕнĕлĕх пĕлчĕç.

«Точка роста» центра çӳрекенсем тĕрлĕ енлĕ аталанса ӳсеççĕ. Акă, вĕренекенсем районта  ирттернĕ «Чăваш Ен — çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсене Чăваш наци конгресĕ Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕ. Ачасем  хут-хăмăр пуçтарас енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри акцие хастар хутшăннă. Аслă классенче вĕренекенсем технологи вĕрентекенĕ П.В.Родионов ертсе пынипе «Skill City» профориентаци проектĕнче хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслесе пăхнă. Центрта Паллă ентешсен çулталăкне халалласа «Комсомольски районĕн паллă çыннисем» календарь хатĕрлерĕç.

2020 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче «Точка роста» центрта вăл ĕçлеме пуçланăранпа 100 кун çитнине халалласа «Уçă алăксен кунне» ирттерни паянхи кун та чылай ача асĕнче. Ун чухне «ФИС» (Факты. Истина. События) ятпа шкулти телевиденин пĕрремĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Тепĕр çул февраль уйăхĕнче «Слово об учителе» рубрикăпа ачасем хамăр шкулта нумай çул тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнă тата халĕ ĕçлекен учительсем çинчен передача йĕркелерĕç. Кăçал районти 31-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ 60 çул тултарнине халалласа уяв кăларăмĕ хатĕрлерĕç. Çапла вара ĕçлеме пуçланăранпа «ФИС» шкул телевиденийĕн15 кăларăмĕ кун çутине тухнă.

Центр çулсеренех аталанса пырать. «Промышленный дизайн» занятийĕсенче ачасем термопреспа усă курса сублимаци пичечĕн вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Çавăн пекех лазер пулăшнипе йывăçпа ĕçлеме вĕренеççĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Антон Волков творчество тата проектпа тĕпчев ĕçĕсен «ВместеЯрче» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçи пулса тăчĕ.

Кăçал центрта  6 кружок ĕçлет. Вĕсене вĕренекенсем хапăлласах çӳреççĕ. «Лего-конструирование» кружокра ăсталăха туптакан ачасем «РобоОлимп» конкурс-вăййа хастар хутшăннине палăртмалла. Вĕсем пĕрре мар унта призерсем пулса тăнă. Кружок ертӳçине Л.Г.Галкинана регионта çĕнтерӳçĕсем хатĕрленĕшĕн Хисеп грамотипе те наградăланă.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем тăтăшах паллă çынсемпе, ертӳçĕсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. «Точка роста» центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма «Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ» обществăлла организацин председателĕ Н.Николаева, «Академия компьютерной графики» НОЧУ ДО  учредителĕ тата директорĕ С.Сорокин, «Научно-производственное предприятие «Автоматика» ООО директорĕ С.Солин, Р.Феткулин генерал-майор, регионсем хушшинчи «Сыны Отечеста» обществăлла организаци представителĕсем тата ытти хăнасем те килсе курчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Попов пирĕн центра    çӳрекенсемпе калаçрĕ, ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, ачасене малалла та хавхаланса пĕлĕве ӳстерме лазерлă гравировка машини парнелерĕ.

«Точка роста» центрăн тĕллевĕсем пысăк. Малашне те унти педагогсем шкул ачисем тавракурăмне ӳстерсе пыччăр, тĕрлĕ енлĕн аталанччăр тесе çине тăрса ĕçлĕç. Хăйсен воспитанникĕсемпе пĕрле тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса пĕлӳпе тата ăсталăхпа палăрма тăрăшĕç.

П.Родионов,

вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *