Понедельник, 17 июня

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать

Паян 11-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн — чи кӗтнӗ кун. Вунпӗр ҫул хушши класа урока йыхравланӑ шӑнкӑрав паян вӗсемшӗн юлашки хут янӑрать. Ҫак хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ уяв хӗрсемпе каччӑсем умӗнче ҫӗнӗ ҫулсем уҫӑлнине, вӗсем ҫитӗннисен пурнӑҫне ура ярса пуснине систерет.

Кӑҫал округри шкулсенче 130 ача 11-мӗш класс пӗтереҫҫӗ, 9-мӗш класс пӗтерекенсем вара — 285-ӗн. Вӗсен экзаменсем пуҫланнӑ та ӗнтӗ, майӑн 21-мӗшӗнче 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем акӑлчан тата чӑваш чӗлхисемпе, вӑтам шкул пӗтерекенсем химипе, географипе тата вырӑс литературипе хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Экзаменсем июнӗн 14-мӗшӗччен пулаҫҫӗ.

Ӑнӑҫу сунатпӑр сире, выпускниксем!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *