Воскресенье, 28 апреля

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр

Ачасемшӗн хаваслӑ каникул кунӗсем иртсе кайрӗҫ. Кӑмӑл туличчен савӑннӑ, каннӑ хыҫҫӑн паян округри 2550 ачашӑн пӗрремӗш шӑнкӑрав янрарӗ. Вӗсем 351 вӗрентекен ертсе пынипе пӗлӳ «тинӗсӗ» тӑрӑх вӑрӑм «ишеве» тухӗҫ. 2023—2024 вӗренӳ ҫулӗнче вӗренекенсене яланхи пекех нумай интересли кӗтӗ. Шкул программине кӗртнӗ предметсене вӗреннипе пӗрлех ачасем хӑйсен тавракурӑмне библиотекӑсенче, кружоксенче куллен ӳстерсе пырӗҫ, сывлӑхне ҫирӗплетме спорт секцийӗсене ҫӳрӗҫ. Иртнӗ ҫулсенчи пекех, пирӗн округри вӗренекенсем республика, ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тӑвасса шанма пулать.

Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма, сывлӑха ҫирӗплетме пӗтӗм услови пур. Вӗсене вӗрентӳ процесӗнче кирлӗ инвентарьпе, оборудованипе тата ытти хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Ачасемпе опытлӑ тата хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫе чунтан юратса пурнӑҫлакан педагогсем тӑрӑшӗҫ.

Паян округри вӗрентӳ учрежденийӗсенче савӑнӑҫлӑ линейкӑсем иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӗренекенсемпе вӗрентекенсене ӑнӑҫлӑ вӗренӳ ҫулӗ суннӑ.

Пирӗн хаҫат редакцийӗ округри шкулсен пурнӑҫне, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне, ҫитӗнӗвӗсене ҫутатсах тӑрӗ. Шкулсенчи ҫамрӑк корреспондентсемпе вӗрентекенсем пирӗнпе ҫыхӑнӑва малашне те ҫирӗплетсе пырасса шанатпӑр. Кӑҫал Раҫҫейре Педагог тата наставник, республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, паллӑ мероприяти чылай иртӗ. Вӗсем ҫинчен каласа панисем, сумлӑ вӗрентекенсем пирки ҫырнӑ статьясем хаҫат страницисенче кун ҫути курӗҫ.

Хисеплӗ вӗрентекенсем, хаклӑ вӗренекенсем! Сире ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Пӗлӳлӗх тӗнчин анлӑ «тинӗсӗнче» ҫитӗнӳсем сунатпӑр. Ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр сире, капитансемпе юнгӑсем!

«Каҫал ен»  хаҫат редакцийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *