Хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ

Хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ

Округри вӗрентекенсем ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех хӑйсем те вӗренеҫҫӗ. Тӗрлӗ шкулсенче пулса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ,  ҫӗнӗлӗхсене алла илме тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Александровка тӗп шкулӗнче историпе обществознани предметне вӗрентекенсен методика фестивалӗ иртрӗ.

Ирех шкул патне округ центрӗнчен автобус ҫитсе чарӑнчӗ. Унпа муниципаллӑ округри тӗрлӗ шкулсенчи историксем килсе ҫитрӗҫ. Хӑнасене шкул директорӗн ҫумӗ С.В.Антонов хапӑл туса кӗтсе илчӗ, малтанах шкул историйӗпе, пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вӗрентекенсем классене ҫул тытрӗҫ, уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ. Кашниех хӑйӗн темине туллин уҫса пама тӑрӑшрӗ. Тӗрлӗ методикӑпа усӑ курса  ачасене те вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнтерчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пур педагог та информациллӗ технологисемпе анлӑ усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ. Кунта та ҫаплах пулчӗ, презентацисем, тӗрлӗ иллюстрацисем, истори вӑййисем тата ытти мелсене те усӑ курчӗҫ.

Вӗрентекенсене кура ачасем те «ҫанӑ тавӑрсах» тӑрӑшрӗҫ, хӑйсем мӗн пӗлнине кӑтартрӗҫ. Вӗсем историпе тарӑн пӗлӳллӗ пулни  ҫак предмета вӗрентекен С.В.Антонов ӗҫе чунтан парӑннине туллин ҫирӗплетет. Вӑтӑр ҫичӗ ҫул тӑрӑшать ҫак шкулта Сергей Витальевич, вӗсенчен директор ҫумӗ пулса 30 ҫул вӑй хурать. Ӗҫӗ питӗ яваплӑ  та йывӑр пулни каламасӑрах паллӑ. Апла пулсан та ӳпкелешме, алӑ усма юратмасть вӗрентекен, хӑйне шаннӑ ӗҫне пӗлсе тӑвать,  ӗҫтешӗсене те сӗнӳ-канаш парса пулӑшма тӑрӑшать.

Уроксем ирттернӗ хыҫҫӑн вӗрентекенсем ҫутӑ та илемлӗ, хальхи вӑхӑтпа килӗшсе тӑракан методика кабинетне пуҫтарӑнса канашлӑва малалла тӑсрӗҫ. Калаҫмалли, пӗлмелли яланах нумай историксен. Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, шав малалла чупать. Тӗнчере тӗрлӗ пулӑмсем пулса иртеҫҫӗ, политикӑра та, экономикӑра та, социаллӑ тата ӑс-хакӑл сферинче те. Пирӗн пурнӑҫран кая юлса пыма юрамасть, ӗҫӗ ҫавнашкал.

Фестиваль кунта хутшӑнакан вӗрентекенсен, шкул ачисен тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗсене хаклав панипе вӗҫленчӗ. Кунта вара ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртма йывӑр пулчӗ. Кашниех  хӑйсен ӗҫӗсене тӗплӗ хатӗрленӗ. Тӳресем Комсомольскинчи пӗрремӗш тата иккӗмӗш номерлӗ, Асанкасси, Тукай Мишер, Хырай Ӗнел вӑтам, Александровка, Хырхӗрри, Чӗчкен тӗп шкулӗсенче ӑс пухакан ачасем маттур пулнине палӑртрӗҫ. Комисси  И.Н.Анисимова, С.В.Антонов, И.В.Арбузова, Г.А.Белкова, С.И.Гинетуллина, Л.А.Катмакова, О.Ю.Курицына, О.Г.Сорокина вӗрентекенсен ӗҫӗсене те хакларӗ.

Ҫакӑн евӗрлӗ хутшӑнусем вӗрентекенсемшӗн те, вӗренекенсемшӗн те питӗ усӑллӑ. Тӗлпулусенче яланах ҫӗнӗ методика майӗсемпе паллашма, вӗсемпе еплерех усӑ курма пулнине вӗренме пулать. Пӗр-пӗринчен вӗренсе пыни вара ӗҫе те ҫӑмӑллатать.

Галина Белкова,

Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *