Вӗрентекен ачи пулма лайӑх-и?

Вӗрентекен ачи пулма лайӑх-и?

Учитель тесен кашнин куҫӗ  умне ҫутӑ сӑнар тухса тӑрать. Мӗн тери ырӑ вӗсем, пире тӑрӑшса, ырми-канми пӗлӳ паракансем! «Чи телейлисем — вӗрентекенсен ачисем», — текен каларӑш та халӑхра ҫӳрет. Пурне те ыррине сунакансем ачисене те тӗрӗслӗхпе сӑпайлӑха вӗрентни паллӑ. Анчах ҫак професси ҫыннин ачи пулма ҫӑмӑл-ши? Ҫак тӗллевпе эпир шкулта ыйтӑм ирттертӗмӗр.

Георгий Катмаков, 8-мӗш класра вӗренекен:

— Аннем — историпе обществознани вӗрентекенӗ. Ӑна шкулта та, ялта та хисеплеҫҫӗ. Унӑн урокӗсене ачасем кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ мана та, аннене те питӗ савӑнтарать. Анчах та учитель ачи пулма пӗртте ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен пӗлӳ ҫуртӗнче манӑн хама яланах йӗркеллӗ тытмалла. Вӑхӑтра урок туса каймалла, япӑх паллӑ илме юрамасть, унсӑрӑн вӗрентекенсем тӳрех аннене каласа параҫҫӗ. Вӑрҫасран хӑранипе мар, вӗрентекенсен умӗнче аннене маншӑн намӑс ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Сӑлтавсӑр шкултан юлма та ҫук… Анне кашни утӑма тӗрӗслесе тӑрать.

Анне вӗрентекен пулни, тепӗр енчен, лайӑх та. Кӗҫӗн классенче вӗреннӗ чухне тӑван тавралӑх, изо, технологи предмечӗсемпе проект ӗҫӗсене пӗрле тӑваттӑмӑр. Халӗ те мана вӗренӳре пулӑшса пырать.

Юлия Филиппова, 10-мӗш класра вӗренекен:

— Эпӗ виҫҫӗмӗш класа куҫсан манӑн аттене шкул директорӗн лавне  шанса пачӗҫ. Тепӗр ача куншӑн, тен, питӗ савӑнатчӗ пулӗ. Мухтанса, пуҫ каҫӑртса та ҫӳрӗччӗ. Анчах та чи кирли — атте-анне ӑҫта вӑй хуни  мар, вӗсем пире ӑнланса пурнӑҫра пулӑшса пыни. Кӗҫӗнрех классенче вӗреннӗ чухне «эсӗ директор хӗрӗ» тесе каланине  шкул ачисенчен те, вӗрентекенсенчен те илткеленӗ, кун ҫинчен ӑна каласа пани те пулнӑ. Анчах та манӑн атте — яланах тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан ҫын. Чи малтанах ыйтса пӗлет, тӗрлӗ канашсем парать.

Паллах, атте директор пулни мана лайӑхрах пулма та хистет. Эпӗ кашни урока тӗплӗн хатӗрленсе кайма, хама тирпейлӗ те сӑпайлӑ тытма тӑрӑшатӑп. Шкулта ыйтусем сиксе тухсассӑн  ун патне пыма пултаратӑп, вӑл яланах ҫумра-ҫке. Шансах тӑратӑп, аттепе анне пулӑшӑвӗпе эпӗ пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑватӑпах.

Ирина Калюкова, 6-мӗш класра вӗренекен:

— Анне вӗрентекен пулнишӗн питӗ савӑнатӑп та, мухтанатӑп та. Вӑл мана урок тума пулӑшать.Тӗрлӗрен конкурссене те ытларах пӗрле хатӗрленетпӗр. Ҫывӑх ҫыннӑм аппапа иксӗмӗре тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшать, яланах хавхалантарать.

Дмитрий Чумаков, 8-мӗш класра вӗренекен:

— Анне, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулнӑран, мӗн пӗчӗкрен мана тӑван чӗлхене юратма, упрама хӑнӑхтарать. Пирӗнпе пӗрле пурӑнакан асатте те нумай ҫул учительте ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн килте икӗ вӗрентекен. Ҫакӑн пек ҫемьере ӳснӗшӗн питӗ савӑнатӑп. Вӗсем мана мӗн пӗчӗкрен ҫирӗп дисциплинӑна хӑнӑхтараҫҫӗ. Анне яланах ҫумра пулни савӑнтарать. Килте те вӑл мана пӗрмаях уроксем тума пулӑшать, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнтарать.

Ирина Копташкина, 11-мӗш класра вӗренекен:

— Анне кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ ҫеҫ мар,  ҫичӗ ҫул пирӗн класс ертӳҫи те пулчӗ. Унӑн класӗнче вӗренсен те, вӑл мана ытти ачаран нихӑҫан та уйӑрман. Уншӑн пурте пӗр тан. Оксана Николаевна шкулта мана ырлани сайра пулать, эпӗ уншӑн ача мар, вӗренекен. Вӑл мана тӗрлӗ конкурса хутшӑнма хавхалантарать. Мӗн пӗчӗкрен сӑвӑ шӑрҫаланӑран, пӗрремӗш сӑввӑм «Тетте» журналта ултӑ ҫултах пичетленнӗччӗ.  Ӳснӗҫемӗн ҫитӗнӳсем те манӑн ҫулран ҫул ӳссех пычӗҫ. Кӑҫал  республика Пуҫлӑхӗн стипендине илме тивӗҫ пултӑм. Ҫакӑншӑн аннене те, шкулти вӗрентекенсене те тав тӑватӑп.

Анне килте те ҫирӗп ыйтать, уроксене вӑхӑтра пурнӑҫлама, хуҫалӑхри ӗҫсене тума, тирпейлӗ пулма вӗрентет. Учитель ачи пулнӑшӑн савӑнатӑп, аннепе мухтанатӑп.

Хисеплӗ вӗрентекенсем, сирӗн умӑрта яланах пуҫ таятӑп. Пӗлӳшӗн ҫунакан ачасем сире ҫитӗнӳсем тума ялан хавхалантарччӑр!

О.Копташкина.

Асанкасси вӑтам шкулӗн

вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *