Мĕн-ши вăл туслăх?

Туслăх вăл — вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле. Эпĕ те çавăн пек пулма тăрăшатăп. Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмастăп, йăнăш хăтланнине ăнлантарма тăрăшатăп.
Юлташсем нумай манăн. Анчах чи çывăххисем иккĕн çеç. Пĕри — Настя. Вăл манпа пĕр класрах вĕренет, мĕн пĕчĕкренпе килĕштерсе пурăнатпăр. Тепри — Ульяна. Вăл мана йывăр вăхăтра яланах пулăшать.
Туссемпе пĕрле йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Юлташсемпе сăмахлама та, ĕçлеме те аван. Эпĕ хам та вĕсене йывăр вăхăтра пулăшма, лăплантарма, калаçса йăпатма тăрăшатăп. Çапах пурне те юлташ тееймĕн, çĕр çинче сутăнчăк та нумай.
Кĕскен каласан, пурнăçра çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ: санпа чунне парса калаçакансем, санран кулакансем, усал сăмах калакансем. Чун вара яланах пулăшма хатĕр çынсем патне туртать. Вăхăт тĕрĕслевĕ витĕр чăн-чăн туссем анчах тухаяççĕ.
Юлташсене нихăçан та сутмастăп.
В.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *