Суббота, 27 апреля

Лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ

Июнӗн 22—25-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн ачасен «Ҫӑлтӑр» лагерӗ никӗсӗ ҫинче «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисен  республикӑри финалти ӑмӑртӑвӗсем 54-мӗш хут иртнӗ. Ҫӗнтерӳшӗн 64 команда тупӑшнӑ.

Унта пирӗн округ чысне Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫамрӑк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» ушкӑнӗсем хӳтӗленӗ.

Малтанхи конкурссем июнӗн 15—16-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫамрӑк армеецсем пӑшалтан тӗл перес, чупас, шывра ишес енӗпе пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ кун хушшинче творчество тата теори конкурсӗсене хутшӑннӑ. Стройпа утас, туризм, тактика вӑййи, хими хӗҫ-пӑшалӗнчен хӳтӗленес, спорт ориентированийӗ енӗпе тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех «Командир шагает впереди», «Дисциплина и порядок» тата ытти конкурссенче хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ.

Ӑмӑрту кунӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Комсомольскисен «Зарница» команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ, «Орленок» команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку кӑтартусемпе ҫамрӑк армеецсем чӑннипех те мӑнаҫланма пултараҫҫӗ.

Вӗсен ертӳҫине А.А. Тихонова та ачасемпе пӗрлех чунтан саламлатпӑр. Пӗрле тӑрӑшсан ӑнӑҫу пулатех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *