Усӑллӑ та интереслӗ иртрӗ

Округри шкулсенче вӗренекенсен хӑйтытӑмлӑхӗн хастарӗсем, директорсен воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫисем регионти «Образовательное воскресенье» проекта хавхаланса хутшӑнаҫҫӗ. Канмалли кунсенче вӗсем тӗрлӗ шкулсенче пуҫтарӑнса ачасемпе кӑсӑклӑ та пуян мероприятисем йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

Февралӗн 3-мӗшӗнче вӗсем Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче пухӑнчӗҫ. Кунти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ, тухӑҫлӑ ӗҫлеме условисем туса пачӗҫ. Шкул директорӗ Н.А.Петрова шкул пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе  кӗскен паллаштарчӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

Ачасем Медиа (спикерӗ Вика Зуева), Малтисен юхӑмӗ (Валентина Филиппова), Волонтерство (Юлия Федорова), Раҫҫей ӑмӑрткайӑкҫисем (Галина Краснова), Патриотизм енӗ (Оксана Кошкина) лаптӑксенче ӗҫлерӗҫ.

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗн канашҫи Нина Плеткина блокнотсем  хатӗрлемелли мастер-класс, кӗнекесен страницисене пӗлес енӗпе вӑйӑ  йӗркелерӗ, кӑмӑл-туйӑма палӑртакан  плакат хатӗрлерӗ.

«Вӗренӳ вырсарникунӗнче» ачасене кичемленсе, тунсӑхласа ларма вӑхӑт пулмарӗ. «Мисс весна» фестиваль сценарине хатӗрлерӗҫ, стена хаҫачӗ кӑларчӗҫ, Олимп вӑййисен историйӗпе паллашрӗҫ, блокнотсем тума хӑнӑхрӗҫ… Паллах, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Мероприятисем пуриншӗн те усӑллӑ та интереслӗ иртрӗҫ. Унта вӗсем нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ, тус-юлташсем тупрӗҫ.

Мероприяти вӗҫӗнче  муниципаллӑ округри советниксен координаторӗ  Ксения Лукиянова уйрӑмах пултаруллисене  Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарчӗ.

«Образовательное воскресенье» проект малалла ӗҫлет, мероприятисем ытти шкулсенче те иртӗҫ.

Петр Родионов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *