Çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр

Çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр

«Маншăн пурте интереслĕ», — тет Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 4 «б» класра пĕлӳ илекен Варвара Тихонова.

Вăл пуçламăш класранпах «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пырать. Хĕр ача нумай пĕлме, хăйне тĕрлĕ енлĕн аталантарма тăрăшать. Варя тăтăшах тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссене, ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсем йышăнать. Акă, 2020 çулта «Кенгуру» конкурс-вăйăра регион шайĕнче 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. Тепĕр çул «Мама — как много в слове этом!» сăвă вулакансен районти онлайн конкурсĕнче хĕр ача 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çав çулах кĕçĕн классем хушшинче иртнĕ тăван тавралăхпа çыхăннă интелектуаллă вăйăра муниципалитет шайĕнче мала тухрĕ. Кăçал В.Тихонова «Я — исследователь» проектпа тĕпчев ĕçĕсен 10-мĕш конкурсĕнче кĕçĕн классем хушшинче «Гуманитарное» номинацире çĕнтерчĕ. ӳсĕмсем пур пулсан та вăл лăпланса лармасть, малалла ăнтăлать. Малашне те пултаруллă хĕр ача пĕлĕвне ӳстерсе, тавракурăмне анлăлатса пырасса шанатпăр. Унран çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр.

Т.Козлова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *