Пӗр чӑмӑра пӗрлештерме пулӑшӗ

Пӗр чӑмӑра пӗрлештерме пулӑшӗ

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Движение первых» обществӑлла юхӑмӑн пуҫламӑш организацине  уҫнӑ. Унта ачасене ултӑ ҫултан илеҫҫӗ, ку йышра вӗсем вӗренӳ учрежденийӗнчен пӗлӳ илсе тухса кайичченех тӑраҫҫӗ.

Ачасене ҫак паллӑ кунпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева, шкул директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Тамара Долгова саламланӑ.

«Движение  первых» юхӑм  ачасене пӗр чӑмӑра пӗрлештерме май парӗ. Вӗренекенсене шкулта та, ун тулашӗнчи ӗҫсенче те интереслӗ, тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫ кӗтӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *