Суббота, 27 апреля

Анлӑ тавракурӑмлӑ хӗрача

Ирина Копташкина кӑҫал 11-мӗш класран вӗренсе тухать. Тӑван Асанкасси вӑтам шкулӗнче хӗрача хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ ят хӑварать. Учительсемшӗн вӑл — пултаруллӑ вӗренекен.  Тӑрӑшулӑхне тата дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑннине кура пӗрремӗш класран пуҫласах  «5» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ, пур предмета та ҫӑмӑллӑнах парӑнтарнӑ.  Литературӑпа, общество- знанипе, биологипе уйрӑмах кӑсӑкланать. Вӑл икӗ хутчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине илме тивӗҫ пулнӑ — 9-мӗш класра тата кӑҫал, вунпӗрмӗшӗнче.

Сӑпайлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пике вӗрентекенсене, пӗрле вӗренекенсене, аслисене хисеплет. Коллективра хӑй те авторитетлӑ, унӑн шухӑшне шута илеҫҫӗ, унпа канашлаҫҫӗ, пулӑшу та час-часах ыйтаҫҫӗ. Иринӑн тус-юлташ нумай, класри мӗнпур ачапа ырӑ ҫыхӑну тытать.

Ирина — тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫын. Палӑртнӑ тӗллев патне ҫирӗппӗн утать. Акӑ, вӑл регион, муниципалитет тата округ, шкул шайӗнчи тӗрлӗ олимпиадӑсемпе конкурссене ҫулсеренех хастар хутшӑннӑ, тӗпчев тата проект ӗҫӗсем пӗрре ҫеҫ мар пурнӑҫланӑ. 2020—2022 ҫулсенче хӗрача тӑван ен культурипе, обществознанипе  шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципалитет тапхӑрӗн призерӗ тата технологипе ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех суйлав правине, процесӗ-               сене аван пӗлнине кӑтартса парса регион тапхӑрӗнче призерсен йышне кӗнӗ.

Тавракурӑмне анлӑлатма пике ҫулран-ҫул халӑхсем хушшинчи вӑйӑ-конкурссене  — «Ылтӑн Руно», «Британи бульдогӗ», «Инфознайка», «Кенгуру», «КИТ», Пӗтӗм Раҫҫейри «Русский медвежонок», регионти «Чӑваш чӗкеҫӗ» конкурссене те хаваспах хутшӑннӑ.

Ирина Копташкина — пултарулӑх ҫынни. Литература ӗҫне вӑл пуринчен те ытларах кӑмӑллать. Унӑн сочиненийӗсене, сӑввисене, эссисене шкул, район, республика хаҫачӗсенче пӗрре мар пичетленӗ. Республикӑра иртекен чылай литература конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен тата призерсен йышне кӗме пултарнӑ. Вӑл — районти «Асамлӑ театр тӗнчи», «Авторские стихи о маме» сочиненисен конкурсӗн призерӗ. «Сто слов о любимой Чувашии» эссе конкурсӗнчен тата ҫавнашкал ытти мероприятисенчен пӗрре те айккинче юлмасть. «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ҫамрӑк корреспондентсен слетӗнче темиҫе хут та пулнӑ. 2023 ҫулхи январь уйӑхӗнче унӑн «Ман юратнӑ поэт — К.В.Иванов» сӑвви «Эткер. Земляки» сборника кӗме пултарнӑ.

Класра та, шкул пурнӑҫӗнче те хастар Асанкасси пики. Ӑна пӗрле вӗренекенсем класс старости, культмассӑллӑ сектор ертӳҫи пулма та шаннӑ. Шкулти педагог-организатора, ҫавӑн пекех класс ертӳҫине, ялти клуб заведующине шкул, класс тулашӗнчи тата ял тӑрӑхӗнчи мероприятисене йӗркелеме тӑтӑшах пулӑшать, уявсем, акцисем, класс сехечӗсем, кану каҫӗсем тата ытти те ирттерме хутшӑнать. Ирина — волонтер юхӑмӗн хастарӗ, Пӗтӗм тӗнчери «Сделаем вместе» юхӑмӑн вырӑнти уйрӑмӗн  лидерӗ.

Асанкасси ял тӑрӑхӗнче, округ шайӗнче ирттерекен Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ мероприятисене ҫулсеренех хастар хутшӑнать маттур хӗр.

Май — июнь уйӑхӗсенче   Ирина Копташкина хӑйӗн пӗлӳ тарӑнлӑхне пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсенче тӗрӗслерӗ. Патшалӑх тӗрӗслӗвӗ витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ  ятпа саламласа аслӑ шкула вӗренме кӗме, пурнӑҫра хӑвӑн  вырӑнна тупма сунас килет сана, Ирина!

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *