Пятница, 26 апреля

 Ҫурхи хӗвел пек ӑшӑ чунлӑ вӗрентекенӗм

Юлашки кунсенче хӗвел ӑшӑрах та ӑшӑрах хӑйӗн шевлисене ҫӗр ҫине сапалама пуҫларӗ. Сивӗ хӗл те парӑнасшӑнах мар, ҫил-тӑмансем те вӗҫтереҫҫӗ-ха. Ун пек пулсан та, ҫуркуннен паллисем ытларах вӑй илеҫҫӗ.  Хамӑн класс ертӳҫи пулнӑ Нина Григорьевна Архиповӑна эпӗ шӑпах ҫурхи хӗвелпе танлаштарнӑ пулӑттӑм. Вӑл — ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫепӗҫ чунлӑ та сӑпайлӑ педагог-ветеран.

Нина хамӑр районти Тӗвенеш ялӗнче 1949 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ тантӑшӗсеннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна ҫуралнӑ кӗтесе хисеплеме, хаклама вӗрентнӗ.

Нина Григорьевна мӗн пӗчӗкрен учитель профессине илме ӗмӗтленнӗ. Шкул пӗтерсенех  ӑна Асанкасси вӑтам шкулне аслӑ вожатӑй пулса ӗҫлеме янӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах куҫӑмсӑр майпа  И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче биологи факультетӗнче пӗлӳ пухать. Вӗренсе пӗтерсен биологи, экологи  предмечӗсене, ӗҫ урокӗсене ертсе пыма пуҫлать. 42 ҫула яхӑн такӑрлатать вӑл шкул сукмакне. Унӑн вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата Раҫҫейри предмет олимпиадисенче тата тӗрлӗ конкурссенче палӑрнӑ. Нина Григорьевна ертсе пынипех  «Ҫамрӑк натуралист», «Шкул лесничестви» кружоксем ӗҫленӗ. Унсӑрӑн пуҫне вӑл шкул ҫумӗнчи вӗренӳпе опыт участокӗн ертӳҫи те пулнӑ. Районта ирттерекен «Шкул ҫумӗнчи чи лайӑх пахча» конкурсра та нумай ҫул ҫӗнтерӳҫӗ ятне вӗҫертмен тӑван шкулӑмӑр. Кунта, паллах, Нина Григорьевнӑн тӳпи пысӑк.

Вӗрентекенпе наставниксен ҫулталӑкне халалласа ҫак пултаруллӑ вӗрентекенпе  Асанкасси ял библиотекинче тӗл пулу каҫӗ ирттертӗмӗр. Чи малтанах педагог-ветеран хӑйӗн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ: октябренок, пионер организацийӗсем  ачасене воспитани парас ӗҫре мӗнле пысӑк витӗм кӳнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пачӗ.

Ачасем те айккинче юлмарӗҫ: вӗрентекенсем ҫинчен сӑвӑ-юрӑ шӑрантарчӗҫ, ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

— Пирӗн, вӗрентекенсен, тӗп тӗллев ачасене ҫирӗп пӗлӳ парасси ҫеҫ мар, кашни вӗренекенӗн вӑйлӑ енӗсене палӑртса пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗр тупма пулӑшасси.  Ҫӗр ӗҫне юратма вӗрентесси те тивӗҫлӗ шайра пулса пыратчӗ, шкул столовӑйӗ валли ҫимӗҫ ҫите- лӗклех хатӗрлеттӗмӗр. Пирӗн шкул ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне, таса шывпа сывлӑша, вӑрмансене упраса хӑварас  ӗҫре те хастар: ачасен вӑйӗпе эпир миҫе гектар вӑрман лартса   ӳстермен-ши?  Учитель ӗҫӗ йывӑр, яваплӑ, тӗрлӗ енлӗ. Хӑйӗн предмечӗсене пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ӑна ачасене ӑнлантарса пама пултармалла, кашнин патне ҫул тупма пӗлмелле, ашшӗ-амӑшӗпе килӗштерсе ӗҫлемелле.  Ҫапах та мана ҫӗнӗрен ҫамрӑклӑха таврӑнса тепӗр хут професси суйлама ыйтсан, эпӗ вӗрентекен ӗҫнех суйласа илӗттӗмччӗ, — чунне уҫать Нина Григорьевна.         

 Ӗҫре ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвакан вӗрентекен ҫемье валли те вӑхӑт тупсах тӑнӑ. Мӑшӑрӗпе вӗсем икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ.

Вӗрентекенӗмӗртен, ӗҫтешӗмӗртен, наставникран вӗренмелли чӑннипех те нумай. Хӑйне тытма пӗлни,  кашни сӑмаха шухӑшласа калаҫни, яланах пулӑшма хатӗрри ыттисене те ҫапла пулма хистет. Хисеп хучӗсен шучӗ пысӑк пулни,  «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ», «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ»,  «Профессипе чи лайӑххи»  ятсем  вӑл чӑннипех те чыс-сума тивӗҫлине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Пултаруллӑ,  ырӑ кӑмӑллӑ педагога шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, ӗҫтешӗсем питӗ хисеплеҫҫӗ.

О.Копташкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *