Пятница, 19 апреля

Пултаруллă ачасене тупма пулăшĕ

Пултаруллă ачасене тупма пулăшĕ

Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа, ЧР Цифра министерстви ачасемпе çамрăксен «Медиа- Взлет» медиапроектсен фестивальне йĕркелет.

Регионсем хушшинчи фестивалĕн тĕллевĕ — пултаруллă ачасене тупса пĕр лапамра пĕрлештересси. Конкурса 9—17 çулсенчи ачасем (шкулти медиацентрти редакцисем, хаçатсем, радио- тата телестудисем, ыттисем) хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна медиавзлет.рф сайтра çырмалла, медиапроекта ярса памалла. 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи пушăн 16-мĕшĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра, социаллă сетьсенче вырнаçтарнă вырăсла е чăвашла ĕçсене йышăнаççĕ. Экспертсен комиссийĕ чи лайăххисене çак номинацисенче палăртĕ: «Чи лайăх пичет статйи», «Чи лайăх пичет кăларăмĕ», «Чи лайăх лонгрид», «Чи лайăх видеопроект», «Чи лайăх аудиопроект», «Социаллă сетьсенчи чи лайăх медиапроект», «Шкулти чи лайăх медиацентр».

Проектсен çак тематикăпа килĕшсе тăмалла: Раççейри халăхсен культури, йăли-йĕрки; паттăр тантăшсем, вĕсен çитĕнĕвĕсем; Раççейри çĕнĕ технологисем; шкул ачисен патриотизмла воспитанийĕ тата  общество пурнăçĕ; ачасемпе çамрăксен профориентацийĕ, хушма пĕлӳ; çĕнĕ цифра тапхăрĕнчи ачасемпе çамрăксем, информаци хăрушсăрлăхĕ тата ачасене интернетра хăйсене тытма вĕрентесси; телейлĕ ачалăх чикки.

Чи лайăх проектсен авторĕсем паллă медиаэкспертсен ăсталăх класĕсене хутшăнĕç, диплома тата хаклă парнесене тивĕçĕç. Конкурса ĕçсене мартăн 16-мĕшĕччен йышăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *