Вторник, 16 апреля

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Кабы не было зимы» сăнÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр. Палăртма кăмăллă, мĕн тери хитре ĕçсене курса савăнтăмăр. Пирĕн тăрăх чăннипех те çав тери илемлĕ.
«Хĕллехи ял сюжечĕсем» номинацире Александр Андреев /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
«Хĕллехи йăпанăç» номинацире Мария Сорокина /«Колосок» ача сачĕ/ мала тухнă. Азалия Атакаева ?Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăн йышăннă, виççĕмĕш вырăнта — Диана Лепешкина /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ тата Эвелина Иванова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/.
«Хĕллехи юмах» номинацире Ильсияр Петрова /«Лейсан» ача сачĕн педагогĕ/ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Вероника Ефимова /Дубовкăри культура çурчĕ/ тата Адель Габитов /«Лейсан» ача сачĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Айгель Бухарина /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Арсений Исаев /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/.
Çĕнтерÿçĕсене январĕн 18-мĕшĕнче 9 сехетре районти «Çĕр тата çынсем» музейре чыслатпăр.
А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *