Манăн хобби — ÿкересси

Манăн хобби — ÿкересси

Кашни çыннăн вĕренÿрен е ĕçрен пушă вăхăт пур. Ăна тĕрлĕрен ирттерме пулать. Нумайăшĕ вара çак вăхăта усăллă йĕркелеме пĕлмеççĕ — пĕрмай компьютерпа е телефонпа лараççĕ.
Эпĕ тĕрлĕ япалапа интересленетĕп. Пуринчен те ытларах ÿкерме юрататăп. Хут листи тĕрлĕ сăнарсемпе тулнă май эпĕ шухăша вĕçтерсе таçта та «çитетĕп». Уйрăмах мана çутçанталăка, тĕрлĕ пулăмсене сăнарлама тата абстрактлă ÿкерчĕксем шутласа кăларма килĕшет. Эпĕ хамăн ĕçсенче тĕрлĕ сăрăсемпе те, ручкăпа та усă куратăп.
Манăн лайăх ÿнерçĕ пулас килет. Çавăнпа эпĕ ÿкермелли тĕрлĕ мелсем çинчен вуласа пĕлетĕп, вĕсемпе усă курма хăнăхатăп.
Ÿкересси — мана савăнăç паракан, кăмăла каякан чи лайăх ĕç. Манăн ытти шкулсенче вĕренекен ачасем мĕнпе интересленнине те пĕлес килет.
Анастасия Албутова,
7-мĕш класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *