Вторник, 13 октября

Саккунсем мӗнле йышӑнаҫҫӗ? Кашнин шухӑшне шута илни пӗлтерӗшлӗ

Саккунсем мӗнле йышӑнаҫҫӗ? Кашнин шухӑшне шута илни пӗлтерӗшлӗ

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче округри шкулсенче ачасемпе парламентаризм пирки калаҫрӗҫ.  Ҫак кун пӗлӳ ҫурчӗсенче  «Парламентаризм урокӗсем» иртрӗҫ. Вӗренекенсем муниципаллӑ округ Пухӑвӗн депутачӗсемпе, организацисемпе предприятисен ертӳҫисемпе тӗл пулчӗҫ. Сӳтсе явмалли, ыйтса пӗлмелли чылай иккен ачасен.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче Василий Кокарев тата Инна Ефремова, Чӗчкен тӗп шкулӗнче Рамиль Идиатуллин, Урмаел вӑтам шкулӗнче Фениз Камалтдинов  депутатсем ачасемпе тӗл пулчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне «Строймашсервис» ООО директорӗ Радомир Егоров тата Леонид Кузнецов фермер  килсе ҫитрӗҫ. 

Парламентаризм урокӗнче пурте пӗрле патшалӑх влаҫӗ мӗнлине, саккунсем епле йышӑннине, депутат кам иккенне  тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ, ыйтусем ҫине туллин хуравсем пулчӗҫ. Шӑпах ачасен шкулта вӗреннӗ чухне нумай ҫӗннине ӑша хывмалла,  кӗнекерен ҫеҫ информацие вуласа пӗлни ҫителӗксӗр,  ӑна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсессӗн татах та аван.  Урокра  вӗренекенсем депутат кам пулнине, вӗсем  мӗнле ӗҫ пурнӑҫланине, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине лайӑх ӑнланчӗҫ. Малашне  тата  ҫакӑн йышши уроксем йӗркелени вӗренекенсемшӗн  усӑллӑ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ.

Ирина Соловьева,

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкул директорӗ:

 «Пӗтӗмпех, тӗп саккунран  РФ  Конституцийӗнчен  тытӑнать.   Шӑпах вӑл патшалӑх никӗсне тата граждансен правине   палӑртать. Ҫавӑнпа та вӗренекенсем патшалӑх органӗсен ячӗсене пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр, вӗсем епле ӗҫленине те пӗлсе тӑмалла, ӑнланмалла».

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *