Манăн анне – медсестра

Манăн анне, Инна Федоровна — медсестра. Вăл ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Унăн тивĕçĕ питĕ яваплă. Анне ялта пурăнакансем чирлесен пĕрремĕш пулăшу парать, вĕсене уколсем туса хăвăртрах сывалма, ыратнине çăмăллатма пулăшать тата прививка нумай тăвать. Çав вăхăтрах вăл отчет тумалли журнала та даннăйсене вăхăтра кĕртсе тултарса тăрать.
Хальхи вăхăтра коронавирус сарăлнине пула медицина ĕçченĕсене çăмăл мар, ĕçĕ те нумайланать. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе нумай-нумай çыннăн пурнăçне хăтараççĕ. Çак чир никама та шеллемест, пĕчĕккисене те, ваттисене те нушалантарать. Эпир те коронавируспа чирлерĕмĕр. Ун чухне анне пире питĕ тăрăшса пăхрĕ, сыватрĕ.
Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп. Вăл çынсене пулăшу паракан професси суйласа илнĕшĕн, хăйĕн тивĕçĕсене яваплă пурнăçланăшăн мăнаçланатăп.
Анне çинчен çырнă май, çынсен сывлăхĕшĕн яланах сыхă тăракан, вăйне парса ĕçлекен медицина ĕçченĕсене тав тăватăп.
Анастасия Алякина,
9-мĕш класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *