Спорт пӗр ҫӗре чӑмӑртать, сывлӑха ҫирӗплетет

Тукай территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем хушшинче физкультурӑпа спорта юратакансем йышлӑ. Ҫавӑнпах кунта тӗрлӗ ӑмӑртусем час-часах  йӗркелеҫҫӗ. Тӑманлӑ Выҫлире — Афган вӑрҫинче вилнӗ Виктор Тумакова,  Ҫӗнӗ Мӑратра  Чечен вӑрҫинче пуҫне хунӑ Леонид Борисова манмаҫҫӗ, вӗсене асӑнса ҫулсеренех волейбол  турнирӗсем ирттереҫҫӗ.

Ҫуллахи вӑхӑтра вара, Ҫимӗк кунӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат, Анат Тимӗрчкасси, Аслӑ Чурачӑк ялӗсенчи ҫамрӑксем хушшинче туслӑх турнирӗ иртет. Унта футболла выляса мала тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ, вӑйӑ кашни ҫул тӗрлӗ ҫӗрте, командӑсем хутшӑнакан ялсенче, пулать. Тӑманлӑ Выҫлире волейбол вӑййине уйрӑмах юратаҫҫӗ, ялти ҫамрӑксем, студентсем, арҫынсем, хӗрсемпе хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе час-часах тупӑшаҫҫӗ. Тури Тимӗрчкассисем хоккей вӑййине кӑмӑллаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *