Понедельник, 6 мая

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр

Мартӑн 9-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонӗ хупӑннӑ ятпа, «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ  эстафетӑллӑ ӑмӑртӑвӗ пулать. Вӑл Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче 10 сехетре пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансем пурте унта хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вӑтам шкулсен командисенче 2 хӗрачапа  2 арҫын ача пулмалла. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче  3 арҫынпа 1 хӗрарӑм старта тӑрӗ. Ветерансен командисем 2 арҫынран тата 2 хӗрарӑмран пулмалла.  Пурте 1 километра чупӗҫ.

Пурне те ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *