Халӑха спорта явӑҫтарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас тӗлӗшпе пирӗн республикӑра чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Уйрӑм муниципалитетсенчен ку енӗпе Патӑрьел, Йӗпреҫ тата Комсомольски округӗсем палӑрнӑ.
Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем ГТО нормативне тултарас енӗпе те иртнӗ ҫул Чӑваш Енре малтисен ретӗнче пулнӑ. Кӑҫал та ҫитӗнӳсемпе савӑнтарасса шанас килет.

