Понедельник, 6 мая

Чӗмпӗртен, Улатӑртан ҫӗнтерӳпе

Чӗмпӗртен, Улатӑртан ҫӗнтерӳпе

Пирӗн тӑрӑхри йӗлтӗрҫӗсем вырӑнти, республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнипе пӗрлех  вӗсен тулашӗсенчи тупӑшусенчен те наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ.

Февраль уйӑхӗн вӗҫӗнче Ульяновск хулинче Чӗмпӗр кубокӗшӗн йӑлана кӗнӗ турнирӗ иртнӗ. Унта Ульяновск, Самара, Сызрань, Тольятти, Пенза, Мускав облаҫӗсенчи, Хусанти вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсем старта тӑнӑ. Хӑйсен ӳсӗмӗсенчи спортсменсем хушшинче ӑмӑртса Хырхӗрринчи Николай  Ятманов 30 километрлӑ дистанцире чемпион пулса тӑнӑ. Комсомольскинчи Зуфар Тимаев 50 километрлӑ дистанцие виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.

Ҫак спорт тусӗсемех Улатӑр хулинче В.В.Яшина асӑнса иртнӗ ӑмӑртура та палӑрнӑ. Улатӑр округӗн, Мордва Республикин, Киров облаҫӗн тата пирӗн республикӑран пынӑ йӗлтӗрҫӗсем 10 километрлӑ дистанцире тупӑшнӑ. Хӑйсен ӳсӗмӗсенчи спортсменсем хушшинче Николай Ятмановпа Зуфар Тимаев 1-мӗш, Владимир Калашников 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. «Хамӑр ҫӗнтерӗве район 85 ҫул тултарнине халаллатпӑр», — теҫҫӗ пултаруллӑ спортсменсем.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *