Понедельник, 6 мая

Ӗҫ коллективӗсем тупӑшрӗҫ

Ӗҫ коллективӗсем тупӑшрӗҫ

«Демографи» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен  пӗри ҫӗршывра пурӑнакан халӑх ӗмӗрне вӑрӑмлатма пулӑшас, ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, физкультурӑпа спорта явӑҫтарас енӗпе тӑрӑшасси пулса тӑрать. «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» проекта пурнӑҫласа республикӑра та, пирӗн округра та тӗрлӗ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Пӗтӗм Раҫҫейри  ГТО физкультурӑпа спорт комплексне ӗҫ коллективӗсенче сарасси.

Мартӑн 30-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӗҫ коллективӗсем хушшинче ГТО енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене  тӑвакан В.Х.Денисов, фестивалӗн тӗп судйи П.Ю.Порядков саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

«Ку — ҫынсен ӳсӗмне, профессине пӑхмасӑр сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен, спорт тусӗсен уявӗ. ГТО ҫынсене пӗрле ӗҫлекенсемпе чӑн-чӑн тупӑшура вӑй-хала тӗрӗслесе пӑхма, тӗрлӗ хӑнӑхтарусенче вӑй виҫме май парать. Пурне те лайӑх кӑтартусемпе палӑрма ӑнӑҫу сунатӑп», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Спорт площадкинче округри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи, округ администрацийӗн пайӗсемпе уйрӑмӗсенчи чылай спортсмен ГТО нормисене тултарассишӗн вӑй виҫрӗҫ. Тӗрлӗ ӳсӗмри спорт тусӗсем фестиваль программине кӗртнӗ  енсемпе мала тухассишӗн тупӑшрӗҫ. Вӗсем алӑ вӑйӗпе турник ҫинче туртӑнчӗҫ, гимнастика сӗтелӗ ҫине хӑпарса тӑрса малалла авӑнчӗҫ, урайӗнчен кӗлеткене алӑ вӑйӗпе ҫӗклерӗҫ, шывра ишрӗҫ, ҫурӑм ҫине выртса кӗлеткене ҫӗклерӗҫ. Ӳсӗме кура тупӑшусем тӗрлӗ ступеньсемпе иртрӗҫ: 20—24, 25—29, 30—34, 35—39, 40—44, 45—49, 50—54, 55—59, 60—64 ҫулсем.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ. Чылайӑшӗ ГТО нормативӗсене тултарчӗ.  Ушкӑнпа вӑй виҫни пуҫтарӑннисене лайӑх кӑмӑл та парнелерӗ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *