Воскресенье, 22 ноября

Зубаревсемшӗн спорт ҫывӑх тус пулнӑ

Зубаревсемшӗн спорт ҫывӑх тус пулнӑ

Пӗртӑван Зубаревем округӑн спорт историйӗнче паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Сергей Иванович полиатлон енӗпе ветерансем хушшинче Раҫҫей чемпионӗ тата ытти ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Юрий Иванович та нумай тупӑшусене хутшӑнса мала тухнӑ. Вӗсем ячӗпе ирттерекен ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл спорта юратакансемпе вӗсене хавхалантаракансене  йышлӑ пуҫтарчӗ.

Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ Е.А. Тихонов, Пенсионерсен союзӗн округри  уйрӑмӗн председателӗ, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, ветерансен совечӗн округри председателӗ Ю.С.Тимофеев, Сергей Ивановичӑн хӗрӗ, тупӑшӑва йӗркелекенӗ, РФ таможня службин полковникӗ С.С.Логинова /Зубарева/ саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Спорта юратасси  мӗн пӗчӗкрен пуҫланать. Старта та малтан чи ҫамрӑккисем, шкул ҫулне ҫитменнисем тӑчӗҫ. Вӗсем 100 метрла дистанцие чупса тухрӗҫ.  Кунта хӗр ачасем хушшинче Ева Карпова чи пултарулли пулчӗ. Алина Измайловӑпа Анастасия Кузьмина иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. Арҫын ачасенчен финиша Матвей Максимов чи малтан ҫитрӗ. Ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене Камиль Гафуровпа Евсей Басников йышӑнчӗҫ.

Шкул ачисем, 18 ҫултан аслӑраххисем, ветерансем виҫӗ енпе кӗрешрӗҫ: тӗрлӗ дистанцисене чупса, алӑ вӑйӗпе турник ҫинче туртӑнса /арҫынсем/, алӑ вӑйӗпе кӗлеткене ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе /хӗрарӑмсем/, дартс енӗпе.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсем хушшинче хӗрачасенчен Илона Дмитриева чи лайӑх кӑтарту турӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене Карина Петухова, Полина Романова ҫӗнсе илчӗҫ. Арҫын ачасенчен Кирилл Кузьмин палӑрчӗ, пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ислам Гайнуллов иккӗмӗш пулчӗ.

Аслӑ ушкӑнра ӑмӑртакан хӗрарӑмсем хушшинче Альбина Матроскина ҫӗнтерчӗ. Ирина Макушкинапа Евгения Лаврушкина иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Арҫынсенчен ҫӗнтерӳҫӗ ята Алексей Тихонов ҫӗнсе илчӗ. Петр Порядков иккӗмӗш, Линар Акшов виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

 55 тата унран аслӑрах ӳсӗмри хӗрарӑмсенчен  Галина Волковӑпа Надежда Полякова малти икӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ. Арҫынсенчен чи пултарулли Владимир Калашников пулчӗ. Вячеслав Лаврушкин иккӗмӗш, Геннадий Совин виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене  Хисеп грамотисемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларӗҫ. Асӑннӑ ӑмӑрту спортра пур ӳсӗмре те ҫитӗнӳ  тума май пуррине кӑтартса пачӗ. Зубаревсемшӗн те хӑй вӑхӑтӗнче  спорт ӗмӗр тӑршшӗпех ҫывӑх тус пулса тӑнӑ.

 Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *