Понедельник, 6 мая

Сунарҫӑсем ӑмӑртнӑ

Февралӗн 24-мӗшӗнче Комсомольскинче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа сунарҫӑсен биатлонӗпе ӑмӑрту ирттернӗ.

Мероприятие округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та хутшӑннӑ. Вӑл пурне те уявпа саламласа ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ. Ҫавӑн пекех «Чувашохоторыболовсоюз» обществӑлла организацин председателӗ Валерий Нямуков та тухса калаҫнӑ, пурне те ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Палӑртса хӑвармалла: пирӗн округ территорийӗнче ҫакӑн пек мероприяти пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Тупӑшу питӗ интереслӗ иртнӗ, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене те, куракансене те ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл парнеленӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе тата хаклӑ парнесемпе наградӑланӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *