Вторник, 13 октября

Округ —  иккӗмӗш вырӑнта

Округ —  иккӗмӗш вырӑнта

Чӑваш Енре ГТО физкультурӑпа спорт комплексне пӗлтӗрхи 4-мӗш кварталта мӗнле ӗҫе кӗртнине хакланӑ. Ҫак рейтингра Елчӗк округӗ малта. Пирӗн округ маларах та иккӗмӗш вырӑнтаччӗ, халӗ те унтан анман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Етӗрне округӗ.

ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх хушшинче ГТО комплексне аталантарас ӗҫ кӑҫал та пурнӑҫланса пырӗ. Енчен те хальлӗхе республикӑра ҫак нормативсене пурнӑҫламалли 23 лапам ӗҫлет пулсан, ҫитес 3 ҫулта тата 14 ҫакӑн евӗр площадка тума палӑртнӑ.

Ҫавӑн пекех кӑҫалтан ГТО комплексне пурнӑҫланӑ тата диспансеризаци витӗр тухнӑ ҫынсен налук вычечӗпе усӑ курма май пурри ҫинчен те ан манӑр.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *