Спорт – пурнӑҫ йӗрки

Спорт – пурнӑҫ йӗрки

Раҫҫей халӑхӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр, спортпа тата физкультурӑпа туслаштӑр тесе РФ Президенчӗ Владимир Путин та, правительство та ҫулсеренех пӗлтерӗшлӗ чылай проектпа программа вӑя кӗртме тӑрӑшать. «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» девизпа ӗҫлесе спорт площадкисемпе стадионсем хута ярать, мӗн пуррине юсама тӑрӑшать. Акӑ, иртнӗ ҫул пирӗн округра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи спортзала юсанӑ, спорт площадкине ӗҫе кӗртнӗ. Комсомольскинче искусствӑлла сарӑмпа витнӗ футбол уйӗпе чупмалли ҫул ӗҫе кӗчӗ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланас умӗн Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «Самбо в школу» проект ӗҫлеме пуҫланӑ. Округри спорта юратакансем Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче тӗрлӗ хӑнӑхусем тума, бассейнра ишме пултараҫҫӗ. Шкул ачисем ҫеҫ мар, ӗҫ коллективӗсенче тӑрӑшакансем  те ГТО  спорт нормативӗсене тултарма ӑнтӑлаҫҫӗ. Йӗлтӗр спортне кӑмӑллакансем валли Комсомольскинчи вӑрманта лайӑх трасса кӗтет.

Ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн республикӑра та юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗ спорт енне, регбол, аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ.  Регбол вӑл  — регбипе баскетбол вӑййисен элеменчӗсенчен тӑракан спорт енӗ.  Кунта вӑй, ҫаврӑнӑҫулӑх, хӑвӑрт тӗрӗс йышӑну тума пултарни тӗп вырӑн йышӑнать. Паллах, команда пӗрлӗхӗ, пӗр-пӗрне ӑнланни — чи кирли.

Пирӗн округра пурӑнакансене те ку спорт енӗпе паллаштарас тӗлӗшпе «Кӗтне» ФСКра январӗн 14-мӗшӗнче мастер-класс ирттернӗ. Спорт площадкине килнисене «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Решит Хамбиков, ҫак мероприятие пуҫараканӗ тата спонсорӗ  Динар Рахматуллин,  регбол енӗпе Раҫҫей чемпионӗ, спорт мастерӗ Павел Сидоров саламланӑ. Шупашкарти «Витязь», Комсомольскинчи «Кубня», Патӑрьелӗнчи «Легион» командӑсем регболӑн хӑш-пӗр элеменчӗсене алла илме хӑтланнӑ. Вӗсемпе «Витязь» командӑри регбол тата дзюдо енӗпе спорт  мастерӗсем Владимир Медведев, Дмитрий Амельченко, Иван Ирючкин хӑнӑхтарусем тутарса мастер-классем ирттернӗ.

Малашне регбол вӑййи пирӗн округра та аталанасса шанма пӗтӗм майсем пур.

Валерий ДЕНИСОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *