Спорт пур ӳсӗмрисене те кирлӗ

Спорт пур ӳсӗмрисене те кирлӗ

Шкул  ҫулӗсенче ҫеҫ мар, ҫитӗнсе ҫитсе ӗҫлеме пуҫласан та, тивӗҫлӗ канӑва кайсан та ҫынсемшӗн физкультурӑпа спорт юнашар пулмалла. Ҫак тӗллеве тытать «Демография» наци проекчӗн «Спорт — пурнӑҫ норми» проекчӗ. Халӑх пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та хӑйсемшӗн ирттертӗр, ытларах хусканусем туса сывлӑхне ҫирӗплеттӗр тесе кирлӗ условисем туса пама тӑрӑшать.

Пирӗн округра халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма явӑҫтарас тесе  тӗрлӗ ӑмӑртусем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Тепӗр чухне ялсенчи пуҫаруллӑ ҫамрӑксем хӑйсем тӗллӗнех футбол, волейбол тата ытти спорт енӗсемпе тупӑшусем йӗркелени савӑнтарать. Округ центрӗнчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнчи ӑмӑртусене тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксене спорта явӑҫтарнипе пӗрлех вӗсен патриотизм туйӑмне ӳстерес тӗлӗшпе  Аслӑ Отечественнӑй, Афганистан, Чечен вӑрҫисен паттӑрӗсене, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ ентешсене асӑнса вӗсен тӑванӗсемпе, юлташӗсемпе пӗрле турнирсем йӗркелетпӗр.

Округра спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ентешсем В.Воронков, В.Чернова ячӗпе йӗлтӗр спорчӗпе, П.Матросова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешессипе, Ф.Мамуткинӑн, Е.Петрейкинан парнисемшӗн волейболпа, Голландцевӑн — кире пуканӗ йӑтассипе, пӗртӑван Зубаревсен — ҫӑмӑл атлетикӑпа, В.Красновӑн — маунтинбайкпа, В.Ильинӑн, В.Кисаповӑн, Н.Степанован — шашка-шахмат ӑмӑртӑвӗсем йӑлана кӗнӗ. Унта хутшӑнакансем чылайӑн. «Каҫал ен» хаҫат призӗсене ҫӗнсе илессишӗн ҫулла ҫӑмӑл атлетика енӗпе, хӗлле йӗлтӗрпе чупса ҫулсеренех ӑмӑртусем пулаҫҫӗ. Унта предприяти-организацисем те, спорт ветеранӗсем те хастар хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Пысӑк уявсем те, Акатуй та, хӗле ӑсатнине халалланӑ мероприяти те  спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмест. Унта та тӗрлӗ ӳсӗмрисем вӑй виҫме кӑмӑл тӑваҫҫӗ.

«Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗ ветерансем хушшинче скандинави утти, шашка-шахмат, дартс тата спортӑн ытти енӗсемпе турнирсем йӗркеленине палӑртмалла. Спорт ветеранӗ В.Пундяков тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ спорт тусӗсене пуҫтарса ҫулсеренех РФ Пенсионерсен союзӗ йӗркелекен  «Спортивное долголетие» спартакиадӑна хутшӑнса япӑх мар кӑтартусемпе савӑнтарать. Чушка тата ытти халӑх вӑййисен ӑмӑртӑвӗсене те йӗркелет.

Вӗрентӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен  округри профсоюз комитечӗ йӗркелекен спартакиада та хӗрӳ иртет. Нумаях пулмасть ҫеҫ ун шутне кӗрекен волейбол енӗпе йӗркеленӗ турнир вӑййисем пулчӗҫ. Ҫулталӑк  тӑршшӗпе вӗрентекенсем сӗ-телҫи теннис, шашка тата ытти спорт енӗсемпе тупӑшаҫҫӗ.

Ҫынсене спортпа физкультурӑна  массӑллӑ  явӑҫтараканни вӑл — ГТО. Иртнӗ ҫул ачасем ҫеҫ мар, ӗҫ коллективӗсем те «Кӗтне» ФСКна килсе комплекс нормативӗсене тултарас тесе тӑрӑшрӗҫ. Ахальтен мар ӗнтӗ ку енӗпе пӗлтӗрхи 4-мӗш кварталта пирӗн округ республикӑра та пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Готов к труду и обороне» физкультурӑпа спорт комплексне» ӗҫе кӗртес енӗн иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе пирӗн округ республикӑра чи малти пулнӑ. Кӑҫал та ӗҫ коллективӗсем, уйрӑм ҫынсем те «Кӗтне» ФСКна ҫитсе ГТО нормисене параҫҫӗ.

Округра спорта юратакансем сахал мар. Хӗллехи спорт сезонӗ хупӑннӑ май эпӗ уйрӑмах кӑҫал округ шайӗнче ҫеҫ мар, республикӑра тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче палӑрнӑ йӗлтӗрҫӗсене асӑнса хӑварасшӑн. Март уйӑхӗн вӗҫӗнче Киров облаҫӗнче йӑлана кӗнӗ 44-мӗш хут  иртнӗ  «Шижма» марафона хутшӑнса Николай Ятманов 25 километрлӑ дистанцие хӑйӗн ӳсӗмӗнчисем хушшинче 3-мӗш кӑтартупа вӗҫленӗ. Зуфар Тимаев 50 километра чупса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Командӑри Иван Симендеев та  лайӑх кӑтарту тунӑ. Вӗсем хӗл каҫа чылай паллӑ ӑмӑртӑва хутшӑнса малти вырӑнсем ҫӗнсе илнӗччӗ.

Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Округра пурӑнакансем малашне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырса сывлӑхне ҫирӗплетессе, ӑмӑртусене хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхасса шанатпӑр. Спорт ҫынсемшӗн чӑннипех те пурнӑҫ йӗрки пулса тӑтӑр.

Валерий Денисов,

«Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *