Суббота, 27 апреля

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ

Хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче «Самбо в школу» проекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫни ҫинчен кӗскен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫак кун республикӑри 10 муниципаллӑ шкулта харӑсах Пӗтӗм Раҫҫейри «Zа самбо» тата «Самбо в школу»  проектсем старт илнӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ыттисем те хутшӑннӑ.

— Пирӗн пӗтӗмӗшле тӗллев — проекта республикипех сарса ачасене спортпа туслашса хӑйсене ҫирӗплетме пулӑшасси. Ҫак тӗллевпе спорт инфраструктурине малалла та аталантарса пырӑпӑр, — тенӗ Олег Алексеевич хӑйӗн сӑмахӗнче. Малалла вӑл самбо ачасене шкул саккинченех характера ҫирӗплетме, вӑй-хал енчен аталантарма май паракан спорт енӗ пулни, вӑл вӑя хӳтӗлев тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма хистени ҫинчен каланӑ. Ҫак шухӑшах Николай Никандрович та ҫирӗплетнӗ. Самбопа интересленекенсем округра ӳссе пырассине шанни ҫинчен пӗлтернӗ.

Тренировкӑсем ирттерме шкулсене ҫӑмӑл та хӑтлӑ ролл-матсен  комплектне уйӑрса панӑ. Спортсменсем хӗҫ-пӑшалсӑр хӳтӗленмелли  кӗрешӗвӗн (самбо) ӑслайӗсемпе меслечӗ- сене кавир ҫинче кӑтартса панӑ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева мероприятие хутшӑнакансем валли вӗренӳ заведенийӗнче экскурси ирттернӗ. Республика пуҫлӑхӗ О.Николаев тата хӑнасем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса тунӑ кӗтеспе, шкул музейӗпе, ачасен «Самбо — достояние России!»   ӳкерчӗксен выставкипе кӑмӑлласа паллашнӑ. Ачасем регион тата Раҫҫей шайӗнчи проектсене хутшӑнса тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа панӑ.

Шкулти кадет класӗсенче вӗренекенсемпе Олег Алексеевич «Паттӑрлӑх урокӗ» ирттернӗ, ачасене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *