Понедельник, 6 мая

Хӗрсем ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ

Хӗрсем ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ

Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи хӗрсен волейбол команди округра ҫак спорт енӗпе иртекен пур ӑмӑртӑва та хутшӑнма тӑрӑшать. Пӗрре мар вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем шутӗнче пулнӑ.

Хӑйсен ялӗнче те волейбол енӗпе тупӑшусем йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере кунта  хӗрсем хушшинче турнир ирттерчӗҫ. Вӑйӑсем интереслӗ те хӗрӳ иртрӗҫ. Кашни командах ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлчӗ. Апла пулин те хальхинче те Тӑманлӑ Выҫли ялӗн пикисем спорт площадкинче пысӑк  ӑсталӑхпа палӑрчӗҫ, турнирта пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнчи хӗрсен  туслӑ команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ҫӗнӗ Мӑратри волейболисткӑсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ.

Хӗрсем хӑйсен ырӑ тӗслӗхӗпе куракансене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, спортпа туслӑ пулма хавхалантараҫҫӗ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *