Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ йыхравларӗ

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ йыхравларӗ

Февралӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2024» чупу  ҫӗршыври пиншер ҫынна йӗлтӗр ҫине тӑратрӗ. Пирӗн муниципаллӑ округра пурӑнакансем те ҫак кун «Спорт — пурнӑҫ норми» девизпа Комсомольскинчи вӑрман  уҫланкине йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ-рех тӑни те хӑратмарӗ вӗсене. Спортсменсем хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа старта тӑчӗҫ.

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева ӑмӑртӑва килнисене саламласа ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Чи малтан старта чи пӗчӗк участниксем тӑчӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен Игнат Коз- ловпа Артемий Хораськин («Рябинушка» ача сачӗ) пултаруллӑ пулчӗҫ.

VIP-чупӑва округ администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, шкул директорӗсем хутшӑнчӗҫ.

Ветерансем хӑйсен тӗслӗ- хӗпе хӑш ӳсӗмре пулсан та йӗлтӗр спорчӗ юратнӑ ен пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ. Николай Ятманов ветерансем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Вячеслав Лаврушкинпа Алексей Самаркин иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш кӑтартусем турӗҫ. Хӗрарӑм ветерансем хушшинче малти виҫӗ вырӑна Рена Автономова, Татьяна Лапшина, Елена Пушкарева  ҫӗнсе илчӗҫ.

Малалла старта шкулсен командисем тӑчӗҫ. 1—2-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче хӗр ачасенчен Раиля Гайнуллова (Чӗчкен тӗп шкулӗ) пӗрремӗш пулчӗ, Юлиана Можаевӑпа Сабина Семенова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Ку ӳсӗмри арҫын ачасенчен  малти виҫӗ вырӑна та Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Николай Фролов, Савелий Скворцов, Давид Павлов ҫӗнсе илчӗҫ.

3—4-мӗш классенче вӗренекен хӗр ачасем 500 метрлӑ дистанцие чупрӗҫ. Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Лейсан Минуллова финишра чи лайӑх кӑтартупа палӑрчӗ. Ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене Дарина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Юлия Крылова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) йышӑнчӗҫ. Ҫав классенчи арҫын ачасенчен чи пултарулли Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Максим Воробьев пулчӗ. Савелий Киселевпа (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Матвей Самаркин (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

5—7-мӗш классенче вӗренекен хӗр ачасем хушшинче малти вырӑнсене Пинеслу Семеновӑпа Анастасия Лукиянова (иккӗшӗ те Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Елизавета Быкова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), арҫын ачасенчен Марсель Гибатдинов (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Кирилл Тарасовпа Андрей Белков (иккӗшӗ те Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) йышӑнчӗҫ.

8—9-мӗш классем хушшинче хӗр ачасенчен  Анна Тарасова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Диляра Сафьянова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), арҫын ачасенчен Даниил Пет-ров (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Даниил Александров (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), Михаил Иванов (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) палӑрчӗҫ.

 Вуннӑмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекен хӗр ачасем те, арҫын ачасем те  3 километрлӑ дистанцире тупӑшрӗҫ. Кунта хӗр ачасенчен Полина Порфенова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) дистанцие чи лайӑх кӑтартупа вӗҫлерӗ. Карина Ильинапа Алиса Прокопьева (иккӗшӗ те Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш  кӑтартусем турӗҫ. Арҫын ачасенчен Юрий Курицын (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Роман Григорьевпа Андрей Тимофеев (иккӗшӗ те Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

Ачасем хыҫҫӑн старта мӑн ҫынсем тӑчӗҫ. Арҫынсенчен  финишра Зуфар Тимаев, Владимир Калашников, Александр Архипов  чи лайӑх кӑтартусем турӗҫ. Хӗрарӑмсенчен София Осипова, Людмила Можаева, Лариса Осипова малти вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе, хаклӑ парнесемпе наградӑланӑ.

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2024» ӑмӑрту пирӗн округра та йӗлтӗр спортне юратакансем йышлӑ пулнине тепӗр хут  ҫирӗплетсе пачӗ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *