Понедельник, 20 мая

Ентеш ячӗпе – турнир

Ентеш ячӗпе – турнир

Халӑх Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен ятне манмасть. Вӗсене асӑнса тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен ятне ӗмӗрлӗхех асра тытма май парать.

Акӑ, апрелӗн 27-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла вилнӗ «Хӑюлӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ В.С.Жуков ячӗпе мини-футбол енӗпе ҫитӗннисем хушшинче  турнир иртнӗ.

Мероприятие уҫнӑ ҫӗре округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов, рота командирӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.А.Михайлов, Владимирпа пӗрле службӑра пулнисем, унӑн амӑшӗ, мӑшӑрӗ, ачисем, тӑванӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем В.Жукова  манманни,  ятне чӗрисенче упрани, унӑн паттӑрлӑхне асра тытни пирки пӗлтернӗ.

Турнирта 7 команда тупӑшнӑ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашни командах мала тухассишӗн тӑрӑшнӑ. Яланхи пекех чи ӑста вылякансем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Шупашкар хулинчи «Lаvа» команда 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Патӑрьел округӗнчи «Бикшикташ» команда иккӗмӗш пулнӑ. Урмаелӗнчи «Урмай» команда виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем вымпелсене, грамотӑсене, медальсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ.

Валерий ДЕНИСОВ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *