Понедельник, 6 мая

Чи ӑстараххисем ҫӗнтернӗ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 2008 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех арҫын ачасем тата хӗр ачасем хушшинче округра мала тухассишӗн волейбол турнирӗ иртнӗ.

Кашни командах тӑрӑшса вылянӑ. Арҫын ачасем хушшинче Александровка тӗп шкулӗнче вӗренекенсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел тата Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Хӗрачасенчен чи пултаруллисем Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пулнӑ. Икккӗмӗш вырӑна Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем тухнӑ. Александровка тӗп шкулӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Ҫӗнтерӳҫӗсем дипломсемпе медальсене тивӗҫнӗ.

Ирина ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *