Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупу ҫулсеренех спорта юратакансене хӑй тавра йышлӑн пуҫтарать. Сентябрӗн 20-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем чылайӑн килчӗҫ. Ҫанталӑкӗ те, спорт мероприятине хутшӑнакансене хавхалантарас тенӗн, уяр та хӗвеллӗ тӑчӗ. Стадиона килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков тата ыттисем те саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Спорт тумӗ тӑхӑннисем хушшинче тӗрлӗ ӳсӗмрисем пулни ҫӑмӑл атлетика пӗчӗккисене те, аслӑ ӳсӗмрисене те ҫывӑх пулнине ҫирӗплетет.
«Наци кросӗ — 2025» VIP-чупуран пуҫланчӗ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ, пайӗсен ертӳҫисем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, шкул директорӗсем ҫак кун старта тӑрса «Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» девиз вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса пачӗҫ.
Округри шкул ҫулне ҫитмен ача-пӑча учрежденийӗсене ҫӳрекенсене пӗчӗкренех спорта явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӗллехи ӑмӑртусенче йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнине курма пулать, ҫулла ҫуран чупас енӗпе вырӑнта та ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ. Наци кросне те пӗчӗккисем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. «Радуга» ача садӗнчи Фирюза Алеева хӗрачасем хушшинче 1-мӗш, Алиса Архипова 2-мӗш вырӑн, арҫын ачасенчен Артем Белков 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. «Рябинушка» ача садне ҫӳрекен Ярослав Белецкий 1-мӗш вырӑн, Денис Никитин 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен «Тамчы» ушкӑнӗнчи Малика Идиатуллина 3-мӗш вырӑна тухрӗ.
Шкул ачисем ӳсӗмӗсене кура ушкӑнсене пайланса тӗрлӗ дистанцисене парӑнтарас тесе кӗрешрӗҫ. Чи пултаруллисем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗчӗҫ. 1—2-мӗш класра вӗренекен хӗрачасенчен Аня Никитина ҫӗнтерчӗ. Василиса Кокорева 2-мӗш пулчӗ. Ева Коновалова финиша 3-мӗш ҫитрӗ. Арҫын ачасенчен чи лайӑх кӑтартупа Роман Романов палӑрчӗ. Тимур Скворцов унран пӑртак кая юлса иккӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Ильяс Ахметов виҫҫӗмӗш пулчӗ.
Сабина Семенова, Софья Артемьева, Каролина Наумова, Роман Ефимов, Алексей Чернов, Ильмир Пахалов — 3—4-мӗш классем, Карина Федорова, Дарья Никитина, Софья Гаврилова, Роман Крылов, Павел Смирнов, Савелий Чернов — 5—7-мӗш классем, Елизавета Демьянова, Виктория Малышева, Екатерина Казакова, Дмитрий Марков, Егор Кзыков, Сергей Лукиянов — 8—9-мӗш классем, Карина Ильина, Милена Лукиянова, Полина Порфенова, Александр Алексеев, Ярослав Кокорев, Кирилл Кузьмин 10—11-мӗш классем хушшинче 1—3-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.
Хӗрарӑмсем хушшинчи ӑмӑртура Виктория Голландцева ҫӗнтерӗве алӑран ямарӗ, Анна Крыловӑпа Наталия Архипова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Арҫынсенчен дистанцие Владимир Калашников чи малтан чупса тухрӗ. Алексей Ефремовпа Алексей Тихонов иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.
Пирӗн спорт ветеранӗсем округра иртекен пур ӑмӑртӑва та хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. «Наци кросӗ — 2025» чупӑва пынисем те чылайӑн пулчӗҫ. Старта тӑманнисем ҫамрӑксене те, аслӑрах ӳсӗмрисене те хавхалантарса пычӗҫ. Чупу йӗрӗ ҫине тӑнӑ хӗрарӑмсенчен вара чи пултарулли Раиса Сапожникова пулчӗ. Нина Совинапа Маргарита Кондратьева та унран юлсах каймарӗҫ, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче пулчӗҫ. Арҫын-ветерансенчен Вячеслав Мурзаев финиша пӗрремӗш ҫитрӗ. Виталий Автономов иккӗмӗш, Вячеслав Лаврушкин виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Дипломсене, медальсене, парнесене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗрейменнисен те ҫак кун кӑмӑлӗсем пӑсӑлмарӗҫ пулӗ. Дистанцисенче хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхрӗҫ, спорт сывлӑхшӑн усӑллӑ пулнине туйрӗҫ.
Наци кросӗн ӑмӑртӑвне 1993 ҫултанпа официаллӑ ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл чылай ҫамрӑка спортра пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшнӑ. Хӑшӗ-пӗри вара хӑйсен пурнӑҫне ҫӑмӑл атлетикӑпа тачӑ ҫыхӑнтарса пысӑк ҫӗнтерӳсем тунӑ.
Алевтина Ефремова.

