Вторник, 13 октября

Хастартарах хутшӑнасса шанатпӑр

Хастартарах хутшӑнасса шанатпӑр

Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗ тата ЧР физкультурӑпа спорт министерстви «За активное долголетие» спартакиада ирттерни пирки пӗлтерсех тӑратпӑр. Унта 60 ҫултан иртнӗ арҫынсем, 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл январӗн 28-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Унта шахмат тата сӗтелҫи теннисӗ енӗпе ӑмӑртмаллаччӗ. Шахматпа (хӑвӑрт выляса) пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, ку вӑйӑпа ӑмӑртӑва каякан хӗрарӑм пулмарӗ. В.Б.Тихонов арҫынсем хушшинче япӑх мар тупӑшрӗ.

Округра  шахмат енӗпе ӑмӑртусем сахал иртеҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме (хӑвӑрт выляссипе 10 минут) йывӑрах та мар. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шахмат сехечӗсем те ҫук, фигурӑсем те аслӑрах ӳсӗмрисене тивӗҫтермеҫҫӗ, пӗчӗк. Шахматла хӑвӑрт выляссипе ӑмӑртусем йӗркелес тесен сахалтан та   шахматӑн ятарлӑ 4—5 сехечӗ  кирлӗ. Территори уйрӑмӗсенче ку спорт енӗпе пачах та тупӑшусем пулмаҫҫӗ тесен те юрать. Арҫынсем хушшинче ку вӑйӑпа интересленекенсем тупӑнаҫҫӗ пулсан, хӗрарӑмсем  вара вылямаҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та спартакиадӑна ку спорт енӗпе хутшӑнас текен хӗрарӑмсене тупма ҫук. Ҫакӑ округ командин пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗ ҫине витӗм кӳрет.

Сӗтелҫи теннисӗ енӗпе ачасем хушшинче ӑмӑртусем пулаҫҫӗ-ха. Анчах та аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче темшӗн йӗркелемеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та иртнӗ спартакиада ӑмӑртӑвне ку спорт енӗпе команда тӑратаймарӑмӑр. Ҫак икӗ спорт енӗн  кӑтартӑвӗсемпе пирӗн округ чи кайри вырӑнсенче. Малтанах хыҫала юлсан малтисене хӑваласа ҫитме йывӑр.

Апрелӗн 15-мӗшӗнче Канаш хулинче спартакиада малалла тӑсӑлать. Унта  шывра ишессипе (50 метр)  пӗрер арҫынпа хӗрарӑм пулмалла, тупӑшусем икӗ ӳсӗм ҫулӗн ушкӑнӗпе иртеҫҫӗ. Пневматикӑлла винтовкӑран перессипе те пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм хутшӑнмалла. Дартс тата ГТО нормативӗпе пӗтӗм команда (4-шар арҫынпа хӗрарӑм) ӑмӑртать. Тупӑшусем 55—59, 60—64, 65—69 тата 70 ҫултан иртнӗ  ӳсӗм ушкӑнӗсемпе иртеҫҫӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑра та пӗрер арҫынпа хӗрарӑмӑн 1000 километра чупмалла пулать. Тупӑшусене ҫитмӗле ҫитичченхисем тата вӑл ҫултан иртнисем хушшинче йӗркелеҫҫӗ. Хутӑш (комбинированная) эстафетӑна та пӗтӗм команда хутшӑнӗ.

Республикӑри спартакиада умӗн ҫав спорт енӗсемпе округ шайӗнче те ӑмӑртусем йӗркелӗпӗр. Аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче спорт тусӗсем сахал мар. Вӗсем ӑмӑртусене хастартарах хутшӑнасса шанса тӑратпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсем округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ.

Василий Пундяков,

спорт ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *