Понедельник, 6 мая

Дартс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ

Дартс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче дартс енӗпе ӑмӑрту пулса иртрӗ. Унта хутшӑнакансем чылайӑн пулчӗҫ.

Арҫынсем хушшинче чи нумай очко пуҫтарса Вячеслав Скворцов пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Анатолий Гаврилов, виҫҫӗмӗшне Алексей Самаркин йышӑнчӗҫ.

Хӗрарӑмсем хушшинче те ҫивӗч кӗрешӳ пычӗ. Унта чи пултарулли Елена Васильева пулчӗ. Маргарита Можаевӑпа Светлана Ильина иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртура пуҫтарӑннисене спорт ветеранӗ В.И.Пундяков хавхалантарса пычӗ. Малалла та спорт тупӑшӑвӗсем пулӗҫ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсене унта хастар хутшӑнма чӗнетпӗр.

Ирина Самарина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *