Понедельник, 6 мая

Кубокшӑн тӑхӑр команда вылянӑ

Кубокшӑн тӑхӑр команда вылянӑ

Иртнӗ канмалли кунсенче Тукай Мишерти тата Чӗчкенти спорт залӗсенче Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн суперкубокне ҫӗнсе илессишӗн  тутар ҫамрӑкӗсем хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Мероприятие  уҫнӑ ҫӗре Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин хутшӑннӑ. Вӑл агропромышленноҫ  комплексӗн ветеранне, округӑн Хисеплӗ гражданинне Гариф Апракова юбилей ячӗпе саламланӑ, юбилей медалӗпанӑ.

«Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗ» обществӑлла организаци председателӗ Агзям Шакиров Николай Раськина Чӑваш Енри «Пӗрле» аталану фончӗ валли 100 000 тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ.

Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине час-часах гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатаҫҫӗ. Хальхинче те вӗсем фронтра кирлӗ япаласем туянма «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр. Комсомольски» фондӑн ертӳҫине Минфенисе Прохоровӑна              30000 тенкӗ укҫа пухса панӑ.

Спорт мероприятине Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. «Чи лайӑх волейбол команди» ята илессишӗн 9 команда кӗрешнӗ. Урмаелпе Тукай Мишер ялӗсенчен икшер команда, Чӗчкенпе Элпуҫӗнчен пӗрер команда вылянӑ. Спортсменсем Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамран, Тутар Сӑкӑтран, Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиелрен те килнӗ. Суперкубока «Урмай-1» команда тивӗҫнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Тукай-1» тата «Шӑнкӑртам» волейболисчӗсем тивӗҫнӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *