Нумаях пулмасть Канаш хули ҫывӑхӗнче йӗлтӗр спорчӗ енӗпе йӑлана кӗнӗ ҫурма марафон ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫӗр ытла йӗлтӗрҫӗ старта тӑнӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ спортсменӗсем те пулнӑ, лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
70 ҫултан аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче ӑмӑртса Николай Ятманов 1-мӗш, 55 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Зуфар Тимаев 2-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи йӗлтӗрҫӗсем хушшинче Владимир Калашников 4-мӗш кӑтартупа финиша ҫитнӗ.
Спортсменсем малашне Улатӑрти, Шижмӑри йӑлана кӗнӗ пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнас тӗллевлӗ. Вӗсенчен иртнӗ ҫулсенче вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑччӗ. Кӑҫал та вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

