Воскресенье, 16 июня

Командирсем маттур та пултаруллӑ

Командирсем маттур та пултаруллӑ

«Зарница» тата Орленок ҫарпа спорт вӑййисем    ӳсекен ӑрӑва  патриотизмла  воспитани парас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Кӑҫал вӗсем пирӗн округра 55-мӗш хут иртрӗҫ.    Шкулсенчи ҫамрӑк армеецсем  майӑн 13—17-мӗшӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Командӑпа ӗҫлесси — кӑткӑс та хӑйне май интереслӗ. Командир пултарулӑхӗнчен, вӑл хӑй хыҫҫӑн ертсе пыма пӗлнинчен нумай килет.  «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнакансемшӗн те ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та «Командир малта пырать» конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Унта командӑсен ертӳҫисем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енсенче кӑтартса пачӗҫ. Тӗл пересси енӗпе Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командирӗ Кирилл Кузьмин мала тухрӗ. Данияр Хамдеевпа (Урмаел вӑтам шкулӗ) Виктория Зуева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) та лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. 60 метра тата 2 километра чупса каллех Кирилл Кузьмин дистанцие чи малтан парӑнтарчӗ. Максим Мышкин  (Шурут вӑтам шкулӗ) кӗске дистанцире 2-мӗш, вӑрӑмминче — 3-мӗш пулчӗ. Ҫавӑн пекех Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи Ирек Бедертдиновпа Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Даниил Маргиданов чупас енӗпе маттур пулнине кӑтартрӗҫ. Вырӑнтан малалла сикес енӗпе Максим Мышкин чи пултарулли пулчӗ. Роман Григорьев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) — 2-мӗш, Кирилл Кузьмин виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Турник ҫинче туртӑнас е выртнӑ ҫӗртен кӗлеткене алӑ вӑйӗпе нумай хутчен ҫӗклес енӗпе Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Карина Ильинана ҫитекен пулмарӗ. Ҫавӑн пекех командирсем строй хатӗрленӗвӗ, автомат салатса пуҫтарасси енӗпе те ӑмӑртрӗҫ. Пур кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Кирилл Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) чи пултаруллӑ командир пулни палӑрчӗ. Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) — иккӗмӗш вырӑн, Максим Мышкин (Шурут вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. 

Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн «Зарница» ушкӑнра Александровка тӗп шкулӗн команди 1-мӗш, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди 2-мӗш, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн команди 3-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

«Орленок» ушкӑнра ҫӗнтерӳҫӗ ятне Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсем ҫӗнсе илчӗҫ, 2-мӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем тивӗҫрӗҫ, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шулӗн ачисем.

Петр ПОРЯДКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *