Кану кунӗсем хаваслӑ та усӑллӑ иртнӗ

Кану кунӗсем хаваслӑ та усӑллӑ иртнӗ

 х Январӗн 3-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Ф.Б.Мамуткина асӑнса ҫамрӑксем хушшинче волейбол турнирӗ иртнӗ. Фирс Борисович чӑн-чӑн спорт тусӗ пулнӑ. Вӑл уйрӑмах волейбол тата футбол вӑййисене юратнӑ. Район командинче выляса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вӑйӑсенче палӑрнӑ.

Турнира хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Фирс Борисовичӑн мӑшӑрӗ Г.А.Мамуткина, ывӑлӗ Андрей Фирсович, мӑнукӗ Артем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашни командах ҫӗнтерессишӗн ӑнтӑлнӑ.

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи волейболистсем пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Икккӗмӗш вырӑнта — Шурут вӑтам шкулӗн команди. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисене, парнесене тивӗҫнӗ.

х Хӗрсем январӗн 4-мӗшӗнче «Кӗтне» ФСКра  Чӑваш Республикин чемпионкин  Елена Петрейкинан призӗшӗн иртнӗ волейбол турнирӗнче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Вӑйӑсем пуриншӗн те ҫӗкленӳллӗ иртнӗ. Хӗрӳ кӗрешӳре Шурут вӑтам шкулӗнче вӗренекен хӗрсем мала тухнӑ. Тӑманлӑ Выҫлинчи хӗрсен  команди  иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Шурутри «Адреналин» команда.

Спортсменсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ.

х Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче январӗн 5-мӗшӗнче харӑсах темиҫе ӑмӑрту иртнӗ.

Ӑс-тӑн вӑййине юратакансем шашка хӑмисем умне ларнӑ. Кунта В.И.Кисапова асӑнса шашистсен турнирне йӗркеленӗ. Спортсмен мӑшӑрӗ Р.М.Кисапова ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те ӑнӑҫу суннӑ.

Хӗрӳ тупӑшура чи нумай очко пуҫтарса Николай Индюков ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Сергей Зайцев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Валерий Волков виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 Аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе иртнӗ ӑмӑртура хӗрарӑмсенчен Т.И.Волкова палӑрнӑ. Арҫынсем хушшинче В.Ф.Волков пӗрремӗш, А.А.Гаврилов иккӗмӗш, В.М. Гаврилов виҫҫӗмӗш вырӑнсенче пулнӑ. Асӑннӑ икӗ ӑмӑртӑва ирттерме те Р.М.Кисапова пулӑшу панӑ.

Шкул ачисем мини-футбол енӗпе тупӑшнӑ. Кунта «Кӗтне» ФСК» команда чи ӑста выляни палӑрнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Шурут вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн «Мегаресурс» ОООн генеральнӑй директорне, хамӑр районта ҫуралса ӳснӗ С.А.Никитина тав тӑваҫҫӗ.

х Муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсенче ӑмӑртусем ытларах уҫӑ сывлӑшра иртнӗ. Акӑ, Асанкассинче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Владимир Жукова асӑнса мини-футбол, маларах Кӗҫӗн Каҫалта Сергей Новиков ячӗпе волейбол турнирӗсем йӗркеленӗ. Вӑл вӑйӑсене спортсменсем хастар хутшӑннӑ, паттӑр ентешӗсен ячӗсене асра тытнине палӑртнӑ. Элпуҫ территори уйрӑмӗнче воин-афганецсене асӑнса футболла выляса тупӑшнӑ. Кунта «Дружба», «Бикшихи», «Гигант» командӑсем малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ.

х Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем хӑйсем спортӑн чӑн-чӑн тусӗсем пулнине ҫирӗп- летсе панӑ. Кунта чылай тупӑшу иртнӗ. Пӗчӗккисем шашка хӑмисем умне ларнӑ. Тантӑшӗсенчен ӑстарах выляса  Милена Медведевӑпа Валентина Мокасеева хӗрачасем,  Денис Зимцов, Александр Алексеев, Егор Ядров арҫын ачасем хушшинче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва «Красный Октябрь» колхоза нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ В.А.Арсентьева халалланӑ. Кунти вӑйӑсенче Евгения Анисимова, Никита Тихонов, Алексей Михайлов малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелеме  О.В.Кашкаров, Ю.В.Каледан пулӑшу панӑ.

Хирти Сӗнтӗр территорийӗнче те канмалли кунсем тупӑшусемсӗр иртмен. Хирти ,нелте ҫамрӑксен пуҫарӑвӗпе М.Кротова асӑнса мини-футбол турнирӗ йӗркеленӗ. Ку мероприяти ӑсталӑхпа пултарулӑха кӑтартса ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшассипе пӗрлех пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесси тӗп вырӑнта пулнӑ.  Тупӑшусем хыҫҫӑн  яш-кӗрӗм пӗрле  сӗтеклӗ какай шӳрпине сыпнӑ май ҫывӑх юлташне аса илсе калаҫнӑ, малашнехи тӗллевсене сӳтсе явнӑ.

х Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи волейбол вӑййине юратакансем те вырӑнта Раштав турнирӗ ирттернӗ. Хӗрӳ тупӑшусенче вӑйлисем ҫӗнтернӗ. Сеткӑсем умне арҫынсемпе пӗрлех хӗрарӑмсен командисем те тӑнине ырламалла.

Округра пурӑнакансем тӗпрен илсен кану кунӗсене хаваслӑ та усӑллӑ ирттернӗ.

Сайтсенчи хыпарсене пуҫтарса

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *