Понедельник, 6 мая

Паттӑр ентеш ячӗпе турнир

Паттӑр ентеш ячӗпе турнир

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса «Хӑюлӑх» ордена тивӗҫнӗ, ҫапӑҫура вӑхӑтсӑр пуҫ хунӑ ентеше, Геннадий Павлова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе уҫӑ турнир ирттересси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче  апрелӗн 7-мӗшӗнче иртрӗ. Унта хамӑр округри спортсменсемпе пӗрлех республикӑран, Тутарстанран, Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Ҫак кун пурӗ 200 ытла кӗрешӳҫӗ кавир ҫине тухрӗ.

Пуҫтарӑннисене малтанах  округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламларӗ. Кӗрешӳ чӑн-чӑн арҫынсемшӗн пулнине, ҫак спорт енӗ ҫамрӑксене кавир ҫинче ҫеҫ мар, кулленхи  пурнӑҫра кирлӗ пулакан  характера ҫирӗплетме пулӑшнине,  вӗсем кашниех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем, унӑн тӗрекӗ пулнине палӑртрӗ. Ӑмӑртӑва уҫнӑ ҫӗре  округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, «Витязь» ятарлӑ ҫар  центрӗн офицерӗ М.Г.Кантемиров, ЧР Росгварди управленийӗн штаб начальникӗ М.Н.Лапшин, Г.А.Павловӑн амӑшӗ Вера Геннадиевна, мӑшӑрӗ Александра Николаевна тата ҫывӑх тӑванӗсем, В.Е. Михеев предприниматель, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе СССР спорт мастерӗ Ю.Ф.Моисеев хутшӑнчӗҫ, спортсменсене ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Тупӑшусем 17 виҫе категорийӗсемпе иртрӗҫ. Кавир ҫине тухнисем пурте ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлчӗҫ. Хӗрӳ кӗрешӳре хӑйсен виҫе категорийӗсенче Артемий Афанасьев, Мухаммадджон Махмудов, Максим Цыганов, Илья Васильев, Илья Федоров, Константин Дмитриев, Иван Васильев, Тимур Бикбалов, Максим Иванов, Ярослав Артюков, Евгений Алексеев, Антон Федоров, Кирилл Емельянов, Дмитрий Игнатьев, Денис Иванов, Виталий Еливанов, Даниил Александров чемпионсем пулчӗҫ.

Арсений Адюков, Артем Захаров, Илья Светлов, Адель Фазуллин, Юныс Вахитов, Сергей Иванов, Игорь Абужаров, Сергей Агеев, Евгений Саланов, Сергей Якимов, Глеб Чернов, Ильяз Насыров, Кирилл Андреев, Роман Захарычев, Максим Цапин, Ильяз Мифтахутдинов, Евгений Давыдов иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Владимир Алексеевпа Иван Нянин, Айдар Хакимовпа Максим Константинов, Артем Трофимовпа Арсений Васильев, Савелий Петровпа Давид Краснов, Богдан Ширтановпа Дмитрий Яковлев, Ильгам Яббаровпа Константин Анисимов, Осип Салаевпа Марсель Гущин, Сергей Козлов, Ростислав Трифонов, Вадим Луковпа Евгений Андреев, Артем Ильбековпа Кирилл Макаров, Егор Сучковпа Аркадий Иванов, Владислав Журавлев, Матвей Степановпа Виктор Игнатьев, Николай Казаковпа Давид Андреев, Аяз Зейнетдиновпа Эльмир Зейнетдинов, Егор Сергеев виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Пирӗн ентеш Евгений Давыдов  «За волю к победе», Кирилл Емельянов «Чи лайӑх  техникӑшӑн» призсене тивӗҫрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсемпе Дипломсем, хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ.

Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерес енӗпе Г.Павловӑн амӑшӗ, тӑванӗсем, В.Е.Михеев, «КМК» (Р.Хайртдинов), С.С.Григорьев предпринимательсем, ChefSamuРАЙ (Ю.Г.Лизнов) чылай енчен пулӑшу панӑ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *