Понедельник, 6 мая

Чи пултаруллисем ҫӗнтернӗ

Чи пултаруллисем ҫӗнтернӗ

Иртнӗ эрнере «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ҫӑмӑл атлетсен Чӑваш Республикинчи ӑмӑртӑвӗн муниципалитет тапхӑрӗнчи тупӑшӑвӗсем иртнӗ. Унта округри пур шкулсен командисем те хутшӑннӑ.

2007—2008 ҫулта ҫуралнӑ  хӗрсенчен 60 метра чупса  В.Григорьева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш, А.Прокопьева (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, Г.Шарафутдинова (Чӗчкен тӗп шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ. 300 метрлӑ дистанцире малти виҫӗ вырӑна К.Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), В.Григорьева (Аслӑ Чурачӑк  вӑтам шкулӗ), Г.Шарафутдинова (Чӗчкен тӗп шкулӗ) йышӑннӑ. 1000 метрлӑ дистанцие К.Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) чи малтан чупса тухнӑ. Ун хыҫҫӑн финиша П.Порфенова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) тата К.Потапова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) ҫитнӗ. Мечӗке чи инҫе ывӑтаканни Н.Осипова (Александровка тӗп шкулӗ) пулнӑ. А.Прокопьевӑпа А.Чуркина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ.

Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасем хушшинче те ӑмӑртусем хӗрӳ иртнӗ. 60 метрлӑ дистанцире        Р.Шарафутдинов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), А.Николаев (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Б.Галимзянов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) мала тухнӑ. Т.Никитин (Хырхӗрри тӗп шкулӗ), Е.Давыдов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Р.Гайнуллов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам  шкулӗ) 300 метрлӑ дистанцире палӑрнӑ. 1000 метра чупса Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Я.Кокорев пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмен. Р.Гайнуллов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш вырӑна юлнӑ. С.Чебанов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Мечӗке инҫете ывӑтас енӗпе А.Бугровский (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) чемпион, Р.Шарафутдинов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) тата А.Николаев (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) призерсем пулса тӑнӑ.

 2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем те ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. 60 метрлӑ дистанцире Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вӗренекен А.Тимофеевӑна ҫитекенни пулман. А.Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) тата О.Белицкая (Хырхӗрри тӗп шкулӗ) ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене тухнӑ. 300 метрлӑ дистанцире Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи М.Лукиянова чи лайӑх результат кӑтартнӑ. К.Николаева (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, А.Долгова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш кӑтарту тунӑ. М.Лукиянова 1000 метрлӑ дистанцире те чемпионка пулса тӑнӑ. Д.Арсентьева (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) тата И.Табаева (Урмаел вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Мечӗк ывӑтассипе чи лайӑх кӑтартусемпе А.Латышева (Шурут вӑтам шкулӗ), Д.Арсентьева (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), А.Тухфетуллина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) палӑрнӑ. Ку ӳсӗмри арҫын ачасем хушшинче 60 метрта С.Петров (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш, А.Никитин (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, А.Краснов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 300 метрлӑ дистанцире малти виҫӗ вырӑна Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи К.Кузьминпа А.Минятулов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи С.Петров ҫӗнсе илнӗ. 1000 метрлӑ дистанцире А.Алексеев (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), К.Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Е.Кзыков (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ) тата Д.Марков (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) палӑрнӑ. Мечӗке инҫетерех А.Никитин (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Е.Тумаланов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Р.Тукаев (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) ывӑтнӑ.

2011—2012 ҫулсенчи хӗрсенчен 60 метрлӑ дистанцире Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи  П.Семеновӑна ҫитекенни пулман. М.Кзыкован (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, К.Константинован (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе ҫырлахма тивнӗ. 300 метрлӑ дистанцире А.Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) финиша чи малтан вӗҫленӗ. У.Казакова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, А.Матросова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш пулнӑ. 1000 метрлӑ дистанцире Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн ҫамрӑк спортсменкисем Л.Лукияновӑпа П.Семенова пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Э.Айнетдиновӑпа (Чӗчкен тӗп шкулӗ) Е.Демьянова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.  С.Миллина (Шурут вӑтам шкулӗ), Е.Демьянова (Асанкасси вӑтам шкулӗ), З.Купирова (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) мечӗке инҫете ывӑтса призерсем пулса тӑнӑ.

Арҫын ачасенчен 60 метра чупса Урмаел вӑтам шкулӗнчи Р.Гадельзянов ҫӗнтернӗ. М.Семеновпа (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) Е.Ермолаев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене йышӑннӑ. 300 метрлӑ дистанцие Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи А.Николаев чи лайӑх вӑхӑтпа вӗҫленӗ. М.Гибатдинов (Чӗчкен тӗп шкулӗ) финиша иккӗмӗш. С.Ярлыгин (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. 1000 метрлӑ дистанцире А.Самаркин (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш, П.Смирнов (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, Р.Ялаков (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Мечӗк ывӑтас енӗпе те А.Самаркин пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. А.Смирновпа (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) Р.Хамидуллов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) ун хыҫҫӑнхи вырӑнсенче пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *