Спортпа туслӑ салтак

Спортпа туслӑ салтак

Йӑлмахва ялӗнче 2004 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ Андриян Яковлева 2023 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче салтака кайма повестка тыттарнӑ. Ҫамрӑк каччӑ Псков хулине ракетчиксен ҫарне лекет. Ҫӳллӗ шайри ҫар дисциплини кашни салтака ҫар присягине шанчӑклӑ тытса пыма хистет. Ҫапла калаҫҫӗ халӑхра: «Ҫар службинчен ҫамрӑксем арҫын пулса таврӑнаҫҫӗ». Паллах, ҫӑмӑлах мар службӑра, анчах пӗтӗм йывӑрлӑхсене парӑнтарать ҫамрӑк ҫын.

Яковлев рядовой ҫар службинче малтанхи кунсенчех хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. Ҫар уставне тимлӗн ӑнланса пурнӑҫлать, нарядсене пӗр асӑрхаттарусӑр ирттерсе ярать, ҫуралнӑ ялпа, ҫывӑх ҫынсемпе яланах ҫыхӑну тытать.

Кӑҫалхи февралӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗнче Андриян службӑра тӑракан чаҫре уяв ячӗпе спорт мероприятийӗсем ирттернӗ, кире пуканӗ ҫӗкленӗ, волейболла вылянӑ. 32 кг таякан кире пуканӗсене ҫӗклесе пирӗн ентеш гарнизонта мала тухнӑ, чаҫ командирӗ Яковлев рядовоя тав тунӑ. Ҫак уявра Андриян хутшӑннӑ волейбол команди те пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 

Мӗнрен пуҫланнӑ-ха Андриянӑн спортпа туслашасси? Ӑна ҫуралсанах тӗнчери виҫҫӗмӗш космонавтӑн  А.Г.Николаевӑн ятне хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ывӑлӗ ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пултӑр тенӗ. Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкулта вӗреннӗ чухне спортпа туслӑ пулма физкультура учителӗ яланах пулӑшса пынӑ. Ялта ҫуралса ӳснӗ ачасем футбол, волейбол вӑййисене уйрӑмах юратса вылянӑ. Андриян кире пуканӗ ҫӗклеме те ӳркенмен, армрестлингпа (алӑ вӑйне виҫесси) та туслашнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче ирттернӗ ӑмӑртусенче вӑл малти вырӑнсене тухнине медальсем, кубоксем, дипломсемпе грамотӑсем, Тав хучӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Пӗрремӗш медале Андриян 2011 ҫулта «Космонавт» лагерьте каннӑ вӑхӑтра турник ҫинче туртӑнса илме пултарнӑ.

Йӑлмахва ялӗнче Б.Г.Лебедев ячӗпе турнирсем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Волейбол тата футбол ӑмӑртӑвӗсене Андриян Яковлев яланах хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Унӑн команди тӑтӑшах малти вырӑнсене йышӑннӑ. 2021 ҫулта футболла, 2022, 2023 ҫулсенче волейболла выляса 1-мӗш вырӑна тухнӑ, 2023 ҫулта «Победитель турнира по волейболу памяти Лебедева Б.Г.» кубока илме тивӗҫлӗ пулнӑ.  2022 ҫулта Йӑлмахва ялӗ 370 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ уявра кире пуканӗ йӑтса Андриян 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2018, 2019, 2021, 2023 ҫулсенче ирттернӗ ӑмӑртусенче те вӑл малти вырӑнсене тухма пултарнӑ.

Район ӑмӑртӑвӗсене те Йӑлмахва каччи хастар хутшӑннӑ. В.Г.Голландцев спорт мастерӗ ячӗпе  ирттернӗ турнирсенче кире пуканӗ йӑтса Андриян Яковлев малти вырӑнсене йышӑннӑ, медальсемпе таврӑннӑ (2016 ҫ., 2017 ҫ.).

Шупашкарти транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра та А.Н.Яковлев спортпа туслӑ пулнӑ. Малтанах  техникумра ирттерекен армрестлинг ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ, малти вырӑнсене ҫӗнсе илсе грамотӑсемпе дипломсене тивӗҫнӗ (2022, 2023 ҫ.ҫ.). Техникум директорӗ А.Е.Атамов панӑ Тав ҫырӑвӗсем те пур унӑн  (2021 ҫ.). 2019 ҫулта 3-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн медаль парса хисеплеҫҫӗ ӑна, 2-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн панӑ медальсем унӑн тӑваттӑ, 1-мӗш вырӑншӑн панӑ медаль те пур (2021 ҫ.). Техникумра вӗреннӗ чухне Андриян Яковлев волейболла та вылять. Чӑваш Республикин чемпионатӗнче вӗсен команди малти вырӑн йышӑнать. Андрияна «Лучший связующий чемпионата ЧР по волейболу среди ССУЗов» кубок парса чыслаҫҫӗ. Унтан пултаруллӑ ҫамрӑк Чӑваш Республики шайӗнче ирттерекен армрестлинг ӑмӑртӑвне хутшӑнать. Унта 1-мӗш (2022 ҫ.), 2-мӗш вырӑнсене    (2022 ҫ., 2023 ҫ.) тухнӑ ятпа ӑна Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров дипломсем парса чыс тунӑ, медальсем те панӑ. Андриян Чӑваш Республикинчи мас-рестлинг ӑмӑртӑвне те, чемпионатне те хутшӑнать, 1-мӗш (2021 ҫ.), 2-мӗш вырӑнсене йышӑнса дипломсене тивӗҫет (2023 ҫ.). Ун хыҫҫӑн ӑна Атӑлҫи Федераллӑ округ ирттерекен мас-рестлинг чемпионатне яраҫҫӗ. Унтан та маттур каччӑ ҫӗнтерӳпе таврӑнать, 1-мӗш вырӑн йышӑнать (2023 ҫ.). Ҫав ҫулах Атӑлҫи Федераллӑ округӑн мас-рестлинг ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерӳҫӗ кубокне тата медаль илме тивӗҫлӗ пулать. Кайран пирӗн ял каччи Раҫҫей шайӗнче ирттерекен мас-рестлинг ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма та вӑй ҫитернӗ. 2021 ҫулта Екатеринбург хулинче 3-мӗш степеньлӗ диплом тата кубок, 2022 ҫулта Шупашкар хулинче ирттернӗ Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн тата кубок, 2023 ҫулта Уфа хулинче 1-мӗш вырӑн тата кубок ҫӗнсе илнӗ. 

Эпир, Йӑлмахвасем, хамӑр ентешпе чӑннипех те мухтанатпӑр, службӑна йӗркеллӗ  вӗҫлесе яла ырӑ-сывӑ таврӑнма сунатпӑр. Сӑмах май, хамӑр ентеше ҫывхарса килекен ҫуралнӑ кунӗпе саламлатпӑр, спортра татах пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Павел Зайцев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *