Понедельник, 6 мая

Ҫар ҫыннисем пек  кӑтартса пачӗҫ

Ҫар ҫыннисем пек  кӑтартса пачӗҫ

Тӑван ҫӗршыва юратма, хаклама, сыхлама  мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла. Ҫак чӑнлӑха тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче тӑрӑшакан вӗрентекенсем. Кунта Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа стройпа юрӑ смотрӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Кӑҫал та ҫак тупӑшӑва ачасемпе вӗрентекенсем чылай малтан хатӗрленме пуҫларӗҫ. Стройра хӑйсене тытма, тӗрӗс пусса утма, ҫаврӑну хӑнӑхӑвӗсем тума  вӗренчӗҫ. Шкулти 5—8-мӗш классенче вӗренекенсемпе ОБЖпа вӗрентекен Г.Н. Миронов, физкультура учителӗсем В.П.Автономовпа А.Ф.Мамуткин чылай вӑхӑт ӗҫлерӗҫ.

Палӑртнӑ кун Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсем янрарӗҫ, музыка учителӗ Е.В.Федотов йӗркелесе пынипе параппанҫӑсен взводӗнчи вӗренекенсен пӗр тикӗс кӗввипе ялав ҫӗклесе кӗчӗҫ. Шкул директорӗ И.А.Соловьева ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, смотрта ӑнӑҫусем сунчӗ.

Смотр пуҫланчӗ. Ҫамрӑк армеецсен ӑсталӑхӗпе пултаруллӑхне  Пограничниксен союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗпе унӑн ҫумӗ Г.Н.Филипповпа Н.А.Юманов, «Морское братство» организацин округри уйрӑмӗн председателӗпе ҫумӗ  Е.А.Орешкинпа Н.И.Иванов  жюри членӗсем пулса хакласа пычӗҫ.  Кӑкӑрӗсем ҫинчи наградӑсемлӗ запасри ҫар ҫыннисем умӗнче ачасен кашнин хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартас килчӗ. Командӑсене тӗрӗс пурнӑҫласа, тикӗссӗн утса, юрӑсем юрласа иртрӗҫ. Вӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫар ветеранӗсене чи пултаруллисене палӑртма та ҫӑмӑл пулмарӗ. «Статен и строен — уважения достоин» слоганпа иртнӗ смотрта 8-мӗш «к» класри кадетсем чи маттурисем пулнине палӑртрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта — ҫиччӗмӗш «к» класра вӗренекен юнармеецсем. 6-мӗш класра вӗренекенсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Шкулта ҫарпа спорт уйӑхлӑхӗ вӗҫленчӗ, анчах та ачасем хӑйсене тӗрлӗ енлӗ аталантарма пӑрахмӗҫ. Вӗсене малашне те тӗрлӗ мероприятисем кӗтеҫҫӗ.

Стройпа юрӑ смотрӗнче вӗренекенсем аслисене улӑштарма пултаракан ҫар ҫыннисем пек кӑтартса пачӗҫ.

Николай АТЛАСКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *