Вторник, 13 октября

«Нацисен кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет

«Нацисен кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче округра   «Нацисен кросӗ — 2026»  чупу   иртрӗ. Ҫак кун, тӗрӗссипе каласан,   Пӗтӗм Раҫҫей чупрӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшрӗ.  Асӑннӑ чупу пирӗн округ  ҫыннисене те пӗрле пухрӗ. Округра   пурӑнакансем  «Кӗтне» ФСК стадионне  пуҫтарӑнчӗҫ: пӗрисем — ӑмӑртрӗҫ, теприсем вӗсене хавхалантарчӗҫ.

«Нацисен кросӗ» чупӑва район пуҫлӑхӗ Николай Раськин, спорт ветеранӗ Василий Пундяков  уҫрӗҫ. 

— Нацисен кросӗ вӑл — спорт мероприятийӗ кӑна мар, ҫав вӑхӑтрах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑм та.  Массӑллӑ чупӑва спорта кӑмӑллакансемпе пӗрле профессионалсем, спорт ветеранӗсем те тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре 2004 ҫулта старт илнӗ кросӑн тӗп тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ  йӗркипе пурӑнма хӑнӑхтарасси,  ҫамрӑксене спорта ытларах явӑҫтарасси, — терӗ Николай Никандрович  пухӑннисене саламласа. Вӑл чупӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх  сунчӗ.

— Спорт пире, пурне те пӗрлештерет.  Эпир — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн! Уяв ячӗпе саламлатӑп,  — терӗ чупӑва пухӑннисене саламласа Василий Пундяков.

Часах ӑмӑртусем пуҫланчӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ушкӑнра иртрӗҫ.  Ӑмӑртӑва ача садне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ветерансем  таранах  хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене  Дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ.

Ӑмӑртусем питӗ кӑсӑк иртрӗҫ. Аслӑ ҫулхисем ҫамрӑксенчен юлманнине чупӑва тухса тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ, ыттисем  валли вӗсем ырӑ тӗслӗх пулчӗҫ.

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *