Ентеш ячӗпе ӑмӑрту иртрӗ

Иртнӗ шӑматкун, январӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче хамӑр ентеше, СССР чемпионкине Вера Черновӑна, халалласа йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Спортсменсене — ӑнӑҫлӑ финиш, пуҫтарӑннисене старта тӑнисене хавхалантарса пыма вӑй-хал панӑн ҫанталӑкӗ те уяр та тӳлек тӑчӗ.

Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне»  физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Ҫак кун Николай Раськин та йӗлтӗр сырса старта тӑчӗ. Николай Никандрович, Валерий Денисов тата Ирина Соловьева VIP-чупура лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ.

Ӑмӑртӑва 16 шкул вӗренекенӗсем, уйрӑм йӗлтӗрҫӗсем 160 ытла ҫын хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Малтанах арҫын ачасем 2 километрлӑ дистанцие чупса тухрӗҫ. Кунта А.Белков (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), М.Воробьев (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), М.Гибатдинов (Чӗчкен тӗп шкулӗ) пӗрремӗш-виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ. Хӗрачасенчен 1 километрлӑ дистанцире Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем П.Семеновӑпа А.Лукиянова малти икӗ вырӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗнчен килнӗ А.Морозова виҫҫӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

Д.Петров (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи Д.Александровпа А.Алексеев 3 километрлӑ дистанцире малти виҫӗ вырӑна йышӑнчӗҫ. Хӗрачасенчен 2 километрлӑ дистанцире А.Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) чи лайӑх кӑтартупа палӑрчӗ. Д.Арсентьева (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш, А.Ефремова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасем хушшинче 3 километрлӑ дистанцире чи лайӑх кӑтартупа палӑрса Ю.Курицын (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) чемпион ятне ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — А.Тимофеев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) тата Р.Кольцов (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ). Ҫак ӳсӗмри хӗрсенчен К.Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), А.Тарасова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), А.Прокопьева (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) малти виҫӗ вырӑна пайларӗҫ.

60 ҫултан иртнӗ ветерансем 2 километрлӑ дистанцие старта тӑчӗҫ. Кунта пӗрремӗш вырӑна Николай Ятманов, иккӗмӗшне Вячеслав Лаврушкин, виҫҫӗмӗшне Анатолий Давыдов ҫӗнсе илчӗҫ. 55 ҫултан иртнӗ хӗрарӑмсем хушшинче финишра чи лайӑх вӑхӑт Татьяна Лапшина кӑтартрӗ. Ольга Матвеева иккӗмӗш, Рена Автономова виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

Вунсакӑр ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче пӗрремӗш вырӑна Зуфар Тимаев алӑран вӗҫертмерӗ. Владимир Калашниковпа Сергей Белов — иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче. Ҫак ӳсӗмри хӗрарӑмсем хушшинче малти виҫӗ вырӑна Софья Осипова, Венера Арсентьева, Людмила Можаева ҫӗнсе илчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Мала тухнисене чысланӑ ҫӗре В.Чернован тӑванӗ Я.Крылов та хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва  ирттерме Никита Васильевич Крылов спонсорла пулӑшу панӑ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *