Юниорсем ҫӗнтерӳпе савӑнтарчӗҫ

Пирӗн округри ҫамрӑксемпе шкул ачисен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ секцийӗсене ҫӳрекенсем йышлӑ. Хӑйсен вӑй-халне тӗрӗслес тӗллевпе вӗсем час-часах тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, январӗн 31-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫак енӗпе Чӑваш Республикинчи юниорсен первенстви иртрӗ. Унта «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ.

2007—2008 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешсе 92 килограмм таранхи виҫере Евгений Давыдов 1-мӗш, 40 килограмлисенчен Надежда Карсунова 2-мӗш, Антон Андреев 71 килограмлӑ виҫере 3-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Эльвира Демьянова вара 2004—2006 ҫулсенчи кӗрешӳҫӗ-хӗрсен хушшинче (76 кг) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. 

«Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсемпе тренерӗсене лайӑх кӑтартусемпе саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Валерий ДЕНИСОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *