Февралӗн 22-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче самбо енӗпе муниципаллӑ округӑн уҫӑ первенстви иртнӗ.
Мероприятие уҫса округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Геннадий Петухов тата ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи Виталий Автономов пурне те ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламланӑ, спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.
Ӑмӑртӑва хамӑр округри шкул ачисем ҫеҫ мар, Тӑвай округӗн самбисчӗсем те хутшӑннӑ. Хӗрачасем те ҫак спорт тӗсне кӑмӑлланине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ. Вӗсем хушшинче чи пӗчӗк виҫере Кира Данилова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Изабелла Суюкова. 35 килограмм таранхи виҫере вара Анжела Герасимова мала тухнӑ, Вероника Герасимова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫак хӗрачасем пурте Асанкасси вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илеҫҫӗ. 40 килограмм таранхи виҫере вара Тӑвай округӗнчен килнӗ Рада Иванова «ылтӑн» медале тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл» медаль хуҫи — Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Софья Крылова. Ҫак шкултах вӗренекен Камилла Мингалиева тата Тӑвайран килнӗ Кира Петрова виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Арҫын ачасем хушшинче ӑмӑртӑва хутшӑнакансем тата та йышлӑрах пулнӑ. 27 килограмм таранхи виҫере Ярослав Захаров (Тӑвай) мала тухнӑ, Арсений Прокопьевпа Роман Андреев (иккӗшӗ те Асанкасси вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Тепӗр виҫере те Асанкасси ачисем маттур пулнӑ% Трофим Таркин — 1-мӗш, Артем Маштанов 2-мӗш вырӑнта. «Бронза» медале Тӑвайри Даниил Николаев тивӗҫнӗ.
31 килограмм таранхи виҫери ӑмӑртусем икӗ ушкӑнра иртнӗ. 2013—2014 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасем хушшинче Реналь Ялаков (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнтернӗ. Тӑвайран килнӗ Игнат Иванов пьедесталӑн иккӗмӗш картлашкине хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн тӳрех икӗ вӗренекенӗ — Тимофей Михеевпа Матвей Самаркин — тивӗҫнӗ. 2015—2016 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче Амир Амерханов чи маттурри пулнӑ, Никита Крылов «кӗмӗле» тивӗҫнӗ (иккӗшӗ те Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ). 3-мӗш вырӑнта Тимофей Викторовпа (Тӑвай) Глеб Павлов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ).
Черетлӗ виҫере Юрий Шакин (Тӑвай) чи ӑсти пулса «ылтӑна» тивӗҫнӗ. Комсомольскинчи Степан Хораськинпа Матвей Исаев иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Ҫавӑн пекех Асанкасси спортсменӗ Денис Языков та «бронзӑна» тивӗҫнӗ. 42 килограмм таранхи виҫере Расиль Ялаков тата Александр Шухин мала тухнӑ. «Кӗмӗл» медаль хуҫисем — Александр Антоновпа (Тӑвай) Иван Белов (Асанкасси). 3-мӗш вырӑнта — Сергей Бугровский тата Константин Волков (Комсомольски). 52 килограмм таранхи виҫере Ярослав Алькинпа (Тӑвай) Павел Смирнов (Хирти Мӑнтӑр) 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Мала тухнисене саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Валерий ДЕНИСОВ.

