Халӑх вӑййи аталантӑр

Халӑх вӑййи аталантӑр

Пирӗн мӑн асаттесемех чушкӑлла вылянӑ. Ҫак халӑх вӑййи манӑҫа ан тухтӑр, аталантӑр тесе спорт ветеранӗ В.И.Пундяков нумай тӑрӑшать. Ун пуҫарӑвне округри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем те ырласа йышӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче ветерансем хушшинче чушкӑлла выляс енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламлама  округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та килни ҫакна ҫирӗплетет. Ветерансем хӑйсен тӗслӗхӗсемпе ҫак вӑййа ҫамрӑксене те явӑҫтарас тӗллевлӗ.

Вӑйӑсем интереслӗ иртрӗҫ. Ҫулсенчи ҫынсем хӑйсен ачалӑхне таврӑнса хаваспах патакпа инҫетре вырнаҫтарнӑ йывӑҫ фигурӑсене ытларах ҫапса ӳкерес тесе тӑрӑшрӗҫ. 55 ҫулхи тата аслӑрах хӗрарӑмсем хушшинче Тамара Перепелкина чи нумай очко пуҫтарса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Альбина Полякова иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Валентина Федорова виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Ҫак ӳсӗмри арҫынсем хушшинче Николай Ятманов пӗрремӗш, Алексей Самаркин иккӗмӗш, Эльмир Низаметдинов виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫни ҫеҫ мар, вӗсем ҫак халӑх вӑййине аталантарас енӗпе тунӑ утӑмӗсем паха.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *